14 ноября 2007 г.
Ноябрĕн 6-мĕшĕнче, çĕрле, Серенкасси ялĕнчи В.Н.Бахметьев хуçалăхĕнче “хĕрлĕ автан” авăтса янă. Пушарта пурăнмалли кил-çурт çунса кĕлленнĕ. Тĕрĕслев вара инкек вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухнине кăтартса панă.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче, ирхи 4 сехет иртсен, пушар хурал чаçне шăнкăрав çитнĕ – Питĕркассинчи А.М.Кагайкинăн пÿрчĕ çуннă. Пушарнăйсем пулăшма васканă, анчах кил хуçин пурнăçне çăлса хăварайман. Кÿршисем каланă тăрăх, ватă çын пĕчченех пурăннă, эрех тиркемен, чĕлĕм туртнă. Пушар сăлтавĕ – сывă пурнăç йĕркине тытса пыманни.