01 сентября 2007 г.
2007 çула Раççей Президенчĕ В.Путин Вырăс чĕлхин çулталăкĕ тесе йышăнчĕ. Çакна шута илсе Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта районти шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен курсĕсем иртрĕç.
Асăннă курссене республикăри вĕрентÿ институчĕн вырăс чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ, педагогика наукисен кандидачĕ, ЧР Вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Н.Никифорова тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам вăтам шкулта тăрăшакансем йĕркелесе ирттерчĕç.
Августăн 27-мĕшĕнче учительсем “Вырăс чĕлхи урокĕсенчи проект ĕçĕ” ятлă лекципе паллашрĕç, республикăра вырăс чĕлхине вĕрентекенсен чи лайăх ĕçĕсене пăхса тухрĕç.
Августăн 28-мĕшĕнче вара вĕрентекенсем “Вырăс чĕлхипе литература урокĕсенче йăлана кĕнĕ тата çĕнĕ йышши вĕрентÿ технологийĕсемпе усă курасси” темăпа иртнĕ практика занятине хутшăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинчи калаçу учительсемпе шкулта нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă педагогика ветеранĕсен тĕл пулăвĕсенчен пуçланчĕ.
Халăха вĕрентес ĕçре ырми-канми вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă М.П.Ванюшкина, Е.П.Грузинова, Н.Я.Вальков (Хĕрлĕ Чутай), И.Н.Кузьмин (Шулю), М.И.Федоров (Пантьăк) хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç, шкулта ĕçленĕ çулсене аса илчĕç.
М.П.Ванюшкина пĕтĕм пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. Вăл - 1969 çулта Совет Союзĕнче иртнĕ учительсен пĕрремĕш съезчĕн делегачĕ.
Мая Павловна шкулта ĕçленĕ чух ачасемпе кĕнеке питĕ нумай вуланине, ун чухнехи шкул программинче вĕренекенсене патриотизмла воспитани пама пулăшакан литература произведенийĕсем ытларах пулнине асăнчĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе вăхăтне шеллемен пултаруллă учительница уроксем асра юлмалла иртчĕр тесе вăй хунă, вĕренекенсемпе пĕрле çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене кайса çÿренĕ. “Учитель профессине суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп”, - терĕ М.П.Ванюшкина сăмахне вĕçленĕ май.
“Эпĕ ĕçленĕ вăхăтра вырăс чĕлхипе литература урокĕсенче ытларах... чăвашла калаçнă”, - çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне Е.П.Грузинова. Паллах, ку ачасем вырăсла япăхрах пĕлнипе çыхăннă пулнă. Вĕренекенсен чĕлхе пахалăхне ÿстерес тесе Елизавета Петровна чылай тăрăшнă, тĕрлĕрен тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ, уроксенче тĕрлĕ технологисемпе усă курнă, вырăс литературипе анлăрах паллаштарнă. “Литература произведенийĕсем тăрăх ÿкернĕ кинофильмсене çеç курни çителĕксĕр, кĕнеке вуланине нимĕн те çитмест”, - терĕ Елизавета Петровна.
Н.Я.Вальков та ачасене мĕн пĕчĕкрен кĕнекене юратма вĕрентмеллине асăнчĕ. Кунта учителĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕн те тÿпи пысăк пулмалла. Николай Яковлевич Хватукассинчи тата Хĕрлĕ Чутайри шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине чылай çул хушши вĕрентнĕ. “Эпĕ хам та ачасемпе пĕрле вĕренсе пынă. Çыннăн ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле”, - терĕ вăл.
И.Н.Кузьминпа М.И.Федоров учитель-ветерансем те ĕçтешĕсен сăмахĕсемпе килĕшрĕç, учительшĕн ачасене тата хăйĕн ĕçне юратни чи кирли пулнине палăртрĕç. Ветерансем каланă тăрăх, хăйсен выпускникĕсем манманни, шăнкăравласа тăни, хăнана пырса çÿрени тивĕçлĕ канăва тухнă учительсене пурăнма пулăшать, ватлăх çитнине мантармасть.
В.Н.Никифорова учитель-ветерансене тĕл пулăва килме вăхăт тупнăшăн, аса илÿсемпе паллаштарнăшăн ăшшăн тав турĕ, унтан паянхи кун шкулта тимлекенсене сăмах пачĕ.
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен В.А.Кудряшова, З.В.Хораськина, Р.Г.Галимов, А.Г.Магаськина хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, педагогика ветеранĕсене тав сăмахĕсем каларĕç. А.Г.Магаськина хăйне учитель ĕçне суйласа илме пулăшнăшăн Мая Павловнана ăшă сăмахсем каласа, алă парса тав турĕ.
Унтан пухăннисем практика занятийĕ темипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕнрех сÿтсе яврĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"