17 августа 2007 г.
Кирек мĕнле саманара та юрă яланах çынсемпе юнашар. Пĕрисем унпа хăйсен савăнăçне палăртаççĕ, теприсем вара хуйхи-суйхине пусараççĕ. Юрă вăл - чун-чĕре парни.
Тăван юрра-кĕвве юратакансем валли Чăваш кĕнеке издательстви кăçал парне хатĕрленĕ. «Юрă пултăр парне» ятлă кăларăм вăл, Н.Маслова пухса хатĕрленĕскер. Кирек хăш страницине уç - палланă-пĕлнĕ сăвăсем. Уйрăмах пирĕн ентешĕн, юрăçăн Зоя Сергеевна Спиридонован юррисем çĕнĕ сборнике кĕни чунтанах савăнтарать. «Юрă пултăр парне» çĕнĕ сборнике З.Спиридонован тăватă юрри кĕнĕ: «Çăл куç», «Юрат хавассăн», «Пĕр санпа кăна», «Аттен çуралнă кунĕ».
З.Спиридонова ку таранччен 48 сăвва кĕвĕлесе юрра хывнă. Унăн хайлавĕсем чĕлхе сăнарлăхĕпе, илемĕпе палăрса тăраççĕ. Палăртма кăмăллă, район 80 çул тултарнине халалласа Зоя Сергеевна «Эп телейлĕ» кĕнеке кăларнă. Кĕнекене унăн чи лайăх юррисем кĕнĕ. Пурĕ 30 юрă. Вулакан «Эп телейлĕ...» кĕнекене çĕкленÿллĕ кăмăлпа алла тытасса, унти юрăсемпе хавхаланасса шансах тăратпăр. Парнеленĕ мул нумая пымасан та пултарать, юрă-кĕвĕ вара вилĕмсĕр.
Источник: "Пирěн пурнăç"