06 июня 2007 г.
Юлашки вăхăтра библиотека системинче палăрмалла ырă улшăнусем пулса иртеççĕ.
Ялсенчи модельлĕ библиотекăсем вулавçăсемшĕн çĕнĕ варкăш илсе килчĕç. Унти пуян кĕнеке фончĕсем, электронлă энциклопедисем, аудио- тата видеоматериалсем ял çыннисене çĕнĕлĕхпе илĕртеççĕ. Кăçалхи çул районта тата 7 тĕслĕх библиотека пулĕ: пĕрне ĕнер Кив Атикассинче уçрĕç, çитес эрне кун Ачкасси тата Серенкасси ялĕсенче хута ямалла. Унтан Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче, июнĕн 20-мĕшĕнче - Мишеркасси ялĕнче, июнĕн 21-мĕшĕнче - Ишеккассинче, 22-мĕшĕнче Туканаш ялĕнче тĕслĕх библиотека хута каймалла.
Источник: "Пирěн пурнăç"