24 января 2007 г.
Иртнĕ çулта йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ 72 çемьене учета илнĕ. Тĕрĕсрех каласан, ял тăрăхĕсенче вĕсен йышĕ татах та нумай. Упăшкипе арăмĕ «çуттипе» туслашса ачисем çинчен манаççĕ, пĕчĕкскерсем вара мĕнле кирлĕ çапла нушаланса пурăнаççĕ. Лару-тăру питех те йывăрланса çитсен ашшĕ-амăшĕсене ăс-тăна вĕрентессипе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, педагогсем, ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем те ĕçлеме пуçлаççĕ, сăнаса тăраççĕ, тĕрĕс çул çине тăманнисем валли çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Ку, ĕнтĕ, ашшĕ-амăш прависĕр хăварни пулать. Пĕлтĕр çакăн пек çемьесем пирки 18 материал пухса хатĕрленĕ.
Ĕçке хирĕç темле кĕрешсен те, çав-çавах ĕçеççĕ. Арçынсем эрехпе ытларах аташаççĕ теме хăнăхнă эпир. Анчах пурнăç ÿкерчĕкĕ урăхларах кăтартать. Çамрăк хĕрарăмсем чун тĕпренчĕкĕсем çинчен шутламасăр ĕçке ярăнаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем Мучикасси, Серенкасси, Мăн Этмен ялĕсенче пур, ытти ялсенче те çук мар ĕнтĕ. Çак хĕрарăмсене темиçе хутчен те асăрхаттарнă пулин те, вĕсем юсанма шутламаççĕ. Итлеменнисенчен вара саккун çирĕп ыйтать. Ачисене туртса илсен, тен, тĕрĕс çул çине тăма шутлĕç-и; Кунта ача тата мĕншĕн айăплă; Вĕсене ÿссе аталанма, тивĕçлĕ пĕлÿ илме йĕркеллĕ услови кирлĕ.
Ачана хамăршăн çуратса ÿстеретпĕр, апла пулсан унран йĕркеллĕ çын тăвасси - ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"