22 июня 2020 г.
Дмитрий Егорович Мокшин Ваçкаçырми ялĕнче 1911 çулта çуралнă. 1933 çулта вăл республикăри парти шкулĕн 3-мĕш курс курсанчĕ пулнă, 1938 çултан тытăнса СССР оборона халăх комиссариачĕн саппасри тытăмĕнче тăнă, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи военкоматра ĕçленĕ.
Вăрçă пуçлансан Дмитрий Мокшин мобилизаци енĕпе тимленĕ.
Дмитрий Егоровичăн хĕрĕ Алевтина каласа панă тăрăх, 1942 çулта ашшĕн военкомат ĕçĕсемпе Шупашкара кайма тивнĕ. Хăй вырăнне вăл телефон умĕнче дежурствăра ларма урăх çынна хăварнă. Çав çын вăрçа кама ямалли пирки хутсем çырса ларнă иккен, анчах та вĕсене Дмитрий Мокшин çырнă тесе шутланă, çавăнпа та ăна "халăх тăшманĕ" тесе хупса лартнă.
Килĕнче Дмитрий Егоровича çухатнă. Ăна персе вĕлерме те пултарнă, анчах та суд вăрçа, штраф батальонне ямалла тунă.
Дмитрий Мокшин фронтра разведчиксен бригадине лекнĕ. Пĕррехинче вĕсене нимĕç-сен отрячĕсем вырнаçнă çĕре "чĕлхе" тытма янă. Вĕсем "чĕлхе" тытнă та кĕркуннехи сивĕ çанталăкра ăна юханшыв урлă илсе каçарнă. Кун пек чух пурин те шăпăрт пулмалли паллă ĕнтĕ, анчах та нимĕç çыран хĕррине тухсанах çухăрма пуçланă. Вĕсене нимĕçсем асăрханă та пеме пуçланă. Разведчиксем пытанма ĕлкĕрнĕ, "чĕлхене" вара нимĕçсен пульли тивнĕ, вăл вилнĕ.
Шывран тухнăран йĕп-йĕпе пулнăскерсем, сивве тата лапрана пăхмасăр разведчиксем каллех юханшыв урлă каялла ишсе каçса "чĕлхе" шырама кайнă - штаба "чĕлхесĕр" таврăнма юраман. Темĕнле йывăр пулсан та "чĕлхе" тытса килнех.
Çавăн хыççăн пĕр разведчикĕ шăннăран чирленĕ те вилнĕ. Дмитрий Егорович вара чĕрех юлнă.
Пĕррехинче вĕсем Ровно патĕнче блиндажра çывăрнă. Сасартăк çĕрле Дмитрий Егорович теме сиссе вăраннă - ăна такам вăратнă тейĕн. Вара вăл ыттисене те вăратнă. Часах нимĕç самолечĕсем вĕçсе килнĕ сас илтĕннĕ. Пурте тарса çухалнă, пытаннă. Нимĕçсен самолечĕ çинчен пăрахнă пĕр бомба салтаксем çывăрнă блиндаж çине ỹкнĕ.
Кайран, пурте пухăнсан, пĕри те вилменнишĕн савăннă...
Вăрçăран Дмитрий Мокшин 1943 çул вĕçĕнче таврăннă - чахоткăпа чирленĕрен ăна киле янă.
Вăрçăран таврăнсан 1944-1947 çулсенче "Новая жизнь" колхоз председателĕнче тимленĕ. Çав хушăра Мускава ВДНХ-на виçĕ хутчен колхоз çитĕнĕвĕсене кăтартма кайса килнĕ. Унтан военкоматра ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан каллех колхозра вăй хунă, склад заведующийĕ пулнă. Темиçе хутчен те ăна ял Канашĕн депутатне суйланă.
Дмитрий Мокшина "Германие çĕнтернĕшĕн" тата "Ас лă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн" медальсемпе наградăланă.
Дмитрий Мокшин 1976 çулта вилнĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"