08 мая 2020 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтнĕренпе 75 çул çитнĕ май манăн хамăн маçакпа мамак тата аттен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем пирки каласа парас килет. Вĕсем кашни хăйне май вăрçă куçĕнчен пăхнă.
Ваçкаçырминчен - Мускава, упăшки патне
Манăн маçак, Алексей Васильевич Вазяков, 1904 çулта Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă. Вăл вăрçа 1941 çултах кайнă, Мускав облаçĕнчи Люберцы хули çывăхĕнче нефть тултарнă пысăк савăтсене (нефтяные резервуары) сыхланă. Вĕсене сыхлама питĕ хăрушă пулнă, мĕншĕн тесен нимĕç самолечĕсем юриех çав вырăна бомбăсем пăрахма тăрăшнă. Нефть тултарнă пысăк савăтсене маскировка тунă пулин те, вĕсем патне "лазутчиксемпе" "шпионсем" те пыма тăрăшнă, çавăнпа та савăтсене йытăсемпе сыхланă. Маçак хуралланă çĕрте вăтăр ытла йытă пулнă.
Маçакăн тăшманпа çапăçма фронта каяс килнĕ, çавăнпа та вăл темиçе хутчен те хăйне малти линие яма ыйтса çырнă, анчах та командовани тĕрлĕ сăлтав тупса ăна нефть савăчĕсене сыхланă çĕртех хăварнă.
Манăн мамак, Ольга Григорьевна Вазякова, 1914 çулта çуралнă. Маçака вăрçа илсе кайсан вăл виçĕ ачипе пĕчченех тăрса юлнă (тăваттăмĕшĕ ултă уйăхра чухне ỹпке шыçнипе вилнĕ). Ачисене çитерме апат тупас тесе вăл пĕррехинче хăйĕн пиччĕшĕн арăмĕпе пĕрле çĕрĕпе вĕрен явнă. Тепĕр кунне вĕренĕсене çунашка çине хунă та Чулхула облаçне кайнă. Вăрман витĕр тухнă чух кашкăрсем тулласа пăрахнă çын юлашкийĕсене курнă. Анчах та темĕнле хăрушă пулсан та малаллах кайнă - ачисем валли апат тупса килес шухăш вăйлăрах пулнă. Чулхула облаçĕнче вĕсен вĕренĕсене пĕр михĕ пăрçапа улăштарма май килнĕ...
Пĕррехинче мамак вăрçăран çыру илнĕ, унта маçак хăй кушакпа икĕ çурине çитерсе пурăннине пĕлтернĕ иккен. Маçак ырă чунлă çын пулнă, вăл килте чух та яланах йытă-кушак усранă. Вăрçăра кушаксене çитерни ăна тăван килне аса илтернĕ пулинех.
Мамак вара çырури сăмахсене хăйне май ăнланнă, мăшăрĕ икĕ ачаллă хĕрарăм пирки çырнă тесе шухăшланă: "Мĕнле-ха капла, килте виçĕ ача, вăл вара вĕсене пăрахасшăн-и?" Вара Ольга Григорьевна Мускава çитес тенĕ - çемьене аркатма шухăш тытнă хĕрарăма куçĕнчен пăхма. Чăматан, кутамкка хатĕрленĕ, унта çимеллисем, сухари, кукăль, махорка тата çыхнă ăшă япаласем тултарнă та ачисене 82 çулхи хуняшшĕпе хăварса çула тухнă.
Çĕмĕрле станцине çитсен мамак аран-аран пĕр пуйăс вакунне ларнă, унта вăрçа каякан тутар хĕрĕсем пулнă - тутарла юрланă, калаçнă, шỹтленĕ, çав хушăрах макăрнă та...
Арзамаса çитсен пуйăса чарнă та унта ларса пыракансен доку-менчĕсене тĕрĕсленĕ. Мамака пуйăс çинчен антарса хăварнă. Анчах та унăн каялла каяс килмен. Çỹресен-çỹресен вăл пĕр тавар пуйăсĕн вакунне вăрттăн кĕрсе ларнă. "Ларатăп та кĕл тăватăп: пуйăсĕ Мускав еннелле кайтăрах", - каласа паратчĕ мамак.
Пуйăсĕ, чăнах та, Мускав еннеллех кайнă. Анчах та Мурома çитсен пуйăс чарăнать, унăн вакунĕсене тĕрĕслеççĕ те мамака каллех антарса хăвараççĕ. Мамака кунтан Мускава çитме инçе мар пек туйăннă, çавăнпа та вăл кутамккине çурăм хыçне çакать те, чăматанне йăтать те Мускав еннелле çуранах утать. Утсан-утсан уя çитет, малта сăнав пунктне курать. Унта пĕр салтак мамака асăрхать те: "Тетенька, здесь ходить нельзя", - тесе калать. Мамак вара ăна хăй Мускава упăшки службăра тăнă çĕре кайма тухнине пĕлтерет. Салтак ăна ирттерсе ярсан хăйне персе вĕлерессине калать. Ольга Григорьевна вара çухалса каймасть, Мускава мĕнле çитмеллине вĕрентсен тунката çине салтак валли пашалу тата махорка хурса хăварма шантарать. Салтакăн, паллă ĕнтĕ, çиесси те, туртасси те килет, вара вăл мамака çырма тăрăх 3-4 километр пек кайсан станцине çитме пултарнине ăнлантарса парать. Унтан вара пуйăс çине лармаллине, малалла текех тĕрĕслевсем пулас çуккине палăртать.
Çапла майпа мамак ирхине Люберцы хулине çитет. Кунĕпе хула тăрăх утса çỹрет, анчах та ăна кирлĕ часть ăçта вырнаçнине никам та калаймасть. Хайхи, хулара пурăнакан çынсем мамака паллакан та пулса çитеççĕ: "Халĕ те тупаймарăн-и?" - тесе ыйтаççĕ. Каç еннелле пĕр хĕрарăм, урама шыв тăкма тухнăскер, мамакпа калаçса каять. Унăн та упăшки вăрçăра пулнă, килĕнче - пĕчĕк ачасем. Вара вăл мамака çĕр каçма чĕнсе кĕртет. Мамак çывăрнă чух чăматанне кравать айне, кутамккине юнашар хурать. Хăй вара упăшкине мĕнле шыраса тупмалли пирки шухăшласа выртнă. Тепĕр кунне чи малтан почтăна кайма шут тытать - çырусем почта урлă килеççĕ-çке, унта вара çар чаçĕ ăçта вырнаçнине пĕлме кирлех...
Тепĕр кунне мамак ирех тăрса хăйне çĕр каçма кĕртнĕ хĕрарăма кăштах апат, çав шутра услам çу, парса хăварать. Кил хуçи хĕрарăмĕ çакăншăн питĕ савăнать.
Почтăра мамака тепĕр çур сехетрен машина килесси пирки калаççĕ. Хайхи машина килсен мамак унăн шоферĕпе калаçса илет те тĕрлĕ чаçсене каякан почтальонсемпе пĕрле кузов çине хăпарса ларать. Кузов çинче мамак пакунлă салтака курать те савăннипе саспах чăвашла: "Ĕнер кунĕпе те кун пек пакунлă çынна курма тỹр килмерĕ", - тесе калать. Салтакĕ вара чăваш пулнă иккен, вĕсем калаçса каяççĕ. Хайхи салтак мамака чаçри хурал патне çитсен упăшки патне мар, пиччĕшĕ патне килтĕм тесе калама хушать - арăмĕсем патне тухнă салтаксем каялла таврăнман, çухалнă тĕслĕхсем те пулнă иккен, çавăнпа та вĕсене кăларасшăн пулман.
Маçака ун патне йăмăкĕ килнине пĕлтерсен: "Иккĕшĕнчен хăшĕ килнĕ-ши, вĕсен хăйсен те ывăлĕсем фронтра?" - тесе тĕлĕннĕ. Арăмне курсан вара тата хытăрах тĕлĕнсе кайнă - çакăн пек вăхăтра Мускава çитме пултарнинчен...
Мамака чаçре хăварнă, пỹлĕм уйăрса панă. Мускав çине вăл вăхăтра фугаслă бомбăсем чылай пăрахнă. Пушар ан тухтăр тесе салтаксем вĕсене сỹнтерме тăрăшнă, çуртсен тăррисене те хăпарнă. Мамак та вĕсемпе пĕрле çурт тăррине хăпарса çав фугаслă бомбăсене сỹнтернĕ: салтаксем огнетушительсемпе, пакурсемпе ĕçленĕ, мамак вара пиншакне хывса çулăма сỹнтернĕ. Унăн хастарлă- хĕнчен тĕлĕннĕ командир мамака каялла киле кайнă чух "Сталин путевкине" туса панă. Çак хутпа мамак киле чиперех çитнĕ, ăна текех никам та чарман...
Мамак 94 çула çитиччен пурăнчĕ, вăл 2009 çулта вилчĕ. Аттепе анне тăтăшах ĕçре пулнăран пире хăйĕн ачисене пăхнă пек пăхатчĕ вăл. Эпир, мăнукĕсем, ăна питĕ юрататтăмăр, вăл пире вăрçă вăхăтĕнчи йывăр вăхăт пирки каласа паратчĕ. "Сталин путевкине" упраса хăварайманшăн вара питĕ кулянатчĕ.
Маçак вара вăрçăран таврăнсан колхозра ĕçленĕ, 1950-1954 çулсенче колхоз председателĕ пулнă, унтан трактористра тăрăшнă. Маçака "Мускава хỹтĕленĕшĕн" тата "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă. Маçак 1983 çулта вилнĕ.
Манăн аттен, Владимир Алексеевич Вазяковăн, иккĕмĕш сыпăкри ултă пиччĕшĕ вăрçа хутшăннă, вĕсенчен тăваттăшĕ вăрçăра пуçĕсене хунă.
Петр Петрович Вазяков 1919 çулта Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă. 1941 çулта Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă, унтан вăрçа кайнă. Вăрçăра куçса çỹрекен госпиталь начальникĕ пулнă, военврач, виççĕмĕш рангри капитан. 1943 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Евграф Петрович Вазяков 1923 çулта Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă. Вăрçа 1944 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче кайнă. Вазяков сержант 1945 çулта хыпарсăр çухалнă. Юлашки çыру унран 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Берлинран килнĕ.
Макар Дмитриевич Филиппов 1924 çулта Ваçкаçырминче çуралнă. 1943 çулхи августăн 1-мĕшĕнче ăна Украинăра вĕлернĕ, унтах пытарнă.
Григорий Петрович Михеев вăрçăра вилнĕ (тĕплĕнрех пĕлместĕп).
Александр Петрович Михеев 1927 çулта çуралнă. Вăрçа пуйăспа районтан фронта каякан хĕрсемпе пĕрле каять. Çавăнта Уйпуç ялĕнчи Дарья Дмитриевна Крупиновапа паллашать. Мускава çитсен вĕсен çулĕсем уйрăлса каяççĕ. Вăрçă хыççăн Александр Петрович Дарья Дмитриевнăна шыраса тупать, вĕсем çемье çавăраççĕ, ултă ача çуратса ỹстереççĕ. Иккĕшĕ те тракторист пулнă.
Николай Дмитриевич Филиппов кашни кун Ваçкаçырминчен Хĕрлĕ Чутай шкулне çỹренĕ, шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра район хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă.
1939 çулта ăна салтака илсе кайнă, вăл Финн вăрçине хут-шăннă. Унтан аманса таврăннă, уксахланă. Кайран ăна нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçма илсе кайнă. Вăрçă хыççăн Çĕмĕрлере пурăннă, унти район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçленĕ.
Сăмах май, Макар Дмитриевичпа Николай Дмитриевичăн ашшĕ Дмитрий Иванович Филиппов (1897-1986 çç.) та вăрçăра пулнă, Берлина çитнĕ. 1945 çулта Сталинăн тăватă тав çырăвне тивĕç нĕ. Унсăр пуçне ăна "Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе, Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă.
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"