21 февраля 2020 г.
Февралĕн 15-мĕшĕнче районта йăлана кĕнĕ "Чĕррисем асра тытчăр, ăрусем ан манччăр" фестиваль иртрĕ. Кăçалхипе 15-мĕш хут пулнă патриотизмла юрăсен фестивальне яланхи пекех пирĕн районти воин-интернационалистсене Геннадий Ивановпа Юрий Макарова тата Чечен вăрçинче пуçĕсене хунă Валериан Быковпа Сергей Эзенкина асăнса ирттерчĕç.
Фестивале кăçал 33 ача хутшăнчĕ, вĕсем виçĕ ушкăнра - кĕçĕн (8-12 çултисем), вăтам (13-15 çултисем), аслă (16-22 çултисем) - юрларĕç.
Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе патриотизмла юрăсен фестивалĕнче çак юрăçсем çĕнтерчĕç:
. кĕçĕннисен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна Ачасен искусство шкулне çỹрекен Нелли Чубайкина (ертỹçи - Татьяна Зарубина) тивĕçрĕ, иккĕмĕшне - Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекен Диана Макарова (ертỹçи - Марина Чучакова) тата Шулю шкулĕнчи Эдуард Тарасов (ертỹçи Елена Кудряшова), виççĕмĕш вырăна Анна Александровапа (Ачасен искусство шкулĕ, ертỹçи - Людмила Кирюшина) Хусанушкăнь шкулĕнчи Даниил Егоров (ертỹçи - Вера Нагорова) тухрĕç.
. вăтам ушкăнра Ачасен искусство шкулне çỹрекен Валерия Грушенкова (ертỹçи - Татьяна Зарубина) çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Ремизовапа (ертỹçи - Алина Осеева) Диана Сядайкина (Ачасен искусство шкулĕ, ертỹçи - Валентина Грачева) тухрĕç, виççĕмĕшне - Мăн Этмен шкулĕнчи Даниил Мокшинпа (ертỹçи - Валерий Ярабаев) Кив Атикассинчи Культура çурчĕ çумĕнче ăсталăхне туптакан Николай Савельев (ертỹçи - Николай Данилов).
. аслă ушкăнра Кристина Дементьева çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Мария Аливанкина тухрĕ, виççĕмĕшне - Кира Булаткина (виççĕшĕн те ертỹçи - Валентина Грачева). Фестивальте палăрнисем пурте Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"