17 января 2020 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2019 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе республикăри 1000 çамрăк кăçал ятарлă стипенди илсе тăрĕ. Палăртма кăмăллă, вĕренỹре, спортра, ĕçре тата ытти тытăмра пултарулăхпа палăрнисем, пысăк çитĕнỹсем тунисем хушшинче пирĕн районти çамрăксем те пур. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех уйăхсерен 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди илсе тăрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем:
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул:
. Дмитрий Сергеевич ГЕРАСИМОВ, 10-мĕш класс;
. София Владимировна КУЛИКОВА, 11-мĕш класс;
. Павел Николаевич МАЛЫШЕВ, 11-мĕш класс;
. Петр Владимирович РОМАНОВ, 11-мĕш класс;
. Дарья Сергеевна РОМАНОВА, 9-мĕш класс;
. Егор Алексеевич СЕКАЙКИН, 10-мĕш класс;
. Артем Андреевич ЧЕЧЕНЕШКИН, 10-мĕш класс.
Питĕркасси шкулĕ:
. Ева Сергеевна КУТУЗОВА, 9-мĕш класс.
Çавăн пекех:
. Атнар шкулĕн физкультура учителĕ Татьяна Владимировна ТУЙМАНКИНА;
. Серенкассинче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн 3-мĕш курс студентки Алиса Станиславовна ЗАМУТКИНА;
. Хĕрлĕ Чутайра çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти 47-мĕш номерлĕ шкулта математика тата информатика вĕрентекен Анна Вячеславовна КАЛЕЙКИНА.
Хисеплĕ вулакансем, енчен те эсир кăçалхи стипендиатсем хушшинче пирĕн ентешсем татах пуррине пĕлетĕр пулсан, пире çакăн пирки шăнкăравласа е çырса пĕлтерме ыйтатпăр.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"