20 декабря 2019 г.
Нумаях пулмасть районта иртнĕ "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фольклор фестивалĕнче Мăн Этменти Культура çурчĕ çумĕнчи "Елĕм" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне "Салтак юрри-ташши" номинацире кăтартса пачĕ. Мăнэтменсем халăх-йăли йĕркисене çамрăксене парса хăварассипе тĕллевлĕн ĕçлесе пыраççĕ - тĕрлĕ культура мероприятийĕсене яшсемпе хĕрсене тăтăшах явăçтараççĕ.
Кăçалхи фольклор фестивалĕнче Чутай тăрăхĕнче салтака ăсатнă йăла-йĕркене сăнласа панă çĕре шкулта аслă классенче вĕренекен арçын ачасемпе хĕрачасем хутшăнчĕç. Вĕсене фестивале Мăн Этменти Культура çурчĕн заведующийĕ Джамиля Богославская хатĕрленĕ, салтак юррисене вĕрентекенĕ тата купăспа выляканĕ - Анатолий Иванов. Çакăн пек сăмахсем каласа юрларĕç мăнэтменсем фольклор фестивалĕнче:
Йăмра касса кимĕ турăм
Мăн шу тăрăх çỹреме.
Эх! Йăмра касса кимĕ турăм
Мăн шу тăрăх çỹреме.
Тураттинчен туя турăм
Савни патне çỹреме.
Эх! Тураттинчен туя турăм
Савни патне çỹреме.
Копăста яшки йолашки те
Çиса йолăр йолашки.
Эх! Копăста яшки йолашки те
Çиса йолăр йолашки.
Чипер ача Хветĕр пор та
Пăхса йолăр йолашки.
Эх! Чипер ача Хветĕр пор та
Пăхса йолăр йолашки.
Пирĕн районта паянхи кун кама та пулин хĕсмете ăсатнă чух салтак юррине юрлаççĕ-ха, анчах та çак юррăн сăмахĕсене пурте пĕлсех кайманни сисĕнкелет. Юрă сăмахĕсене кăна мар, кĕввине те пĕлмелле-çке. Мăн Этмен тăрăхĕнчи яшсем вара салтак юррин сăмахĕсене пĕлсе, ăна мĕнле юрламаллине асра тытса ỹсеççĕ, апла-тăк, халăх йăли-йĕрки упранса юлас шанăç пур.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"