13 декабря 2019 г.
Пирĕн районта Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă паттăрсене халалласа ятарлă кĕнеке кăларма шутлани пирки район халăхĕ илтмесĕр юлман пулĕ тесе шутлатăп. Волонтерсем, вĕсен шутĕнче библиотека, клуб ĕçченĕсем, таврапĕлỹçĕсем, учительсем, шкул ачисем хальхи вăхăтра çине тăрсах вăрçă паттăрĕсем çинчен материалсем пухаççĕ. Ытларах пайне пухса çитернĕ ĕнтĕ, тĕрĕслесе тухмалли, кĕнекене кĕменнисене хушмалли юлнă...
Штанаш ял тăрăхĕнчи ветерансемпе вăрçăра пуçĕсене хунисем пирки материалсем пухнă май хама пăшăрхантаракан ыйтусене хаçатра тапратас терĕм.
Чи малтанах, республикăра тухнă "Астăвăм" кĕнекесенче нумай ят сиксе юлнă - вăрçăра пуçĕсене хунисен ячĕсем те, таврăннисен ячĕсем те. 1927 çулта çуралнисене пурне те 1944 çулта вăрçа илсе кайнă, вĕсенчен хăшĕ-пĕри пуçне хунă, тепри вăрçа хутшăннă, ытларахăшĕ саппасра тăнă. Вĕсен ячĕсене кĕнекене кĕртмен. Çав çынсен ячĕсене шыраса тупас тесе вун-вун страница уçса ларма тивет. Пĕр çын ятне тупатăн, унта вара 30-50 страница, кашнине уçса шырамалла. Паллах, ятсем кĕнекерен кĕнекене тăрса юлма та пултараççĕ. Е тата çын пирки пĕр çĕрте пĕр тĕрлĕ çырнă, тепĕр çĕрте тепĕр тĕрлĕ - тахăшне ĕненмелле?
Ман алăра ял Канашĕ иртнĕ ĕмĕрте çырса хатĕрленĕ вăрçăран таврăнманнисен списокĕ те пур, унта та урăхла вариант тĕл пулать, унта та 206 ят кăна, вун-вун çын ячĕ çук.
1926 çулта çуралнă упукушкăньсен тата арайкассисен списокне тупрăм, ыттисенне тупаймастăп, вĕсем, паллах, кĕнеке айккинче тăрса юлаççĕ. "Астăвăмра" ку çулта çуралнисен пĕр-ик çын ячĕ кăна.
Кỹршĕри 93 çула çитсе вилнĕ Çинкка акай час-часах хăйĕн вăрçăра пуçĕсене хунă тантăшĕсене аса илетчĕ. Эпĕ вĕсене хăй вăхăтĕнче çырса хунă, çав ятсене шыраса тупрăм та - 1923-1924-мĕш çулсенчи 5 каччăран пĕртен-пĕр каччăн ячĕ кăна кĕнекесенче пур! Çĕрĕпех "Память народа" сайт тăрăх хушаматпа ят (ашшĕ ячĕсене пĕлместĕп) шыраса лартăм, пурне те тупрăм тенĕччĕ - Иван Макаров Кушлавăшран пулчĕ, Андрей Лазаревăн медаль те пур, вилнĕ ячĕ курăнмарĕ.
Çав тери кăткăс ĕç, пĕччен тумалли ĕç мар. Ваттисем вилсе пĕтрĕç, кỹршĕ ку таранччен пурăннă пулсан вăл мана чылай пулăшнă пулĕччĕ тесе пуçа хыçмалли кăна юлать. Архив Чутайра пулнă пулсан унта çитсе килме пулатчĕ-ха, Етĕрнене кайма машина çук. "Штанашский край" кĕнекене кăларнă чухне эпĕ унта та çитсе килнĕччĕ, "секретно" тесе çар билечĕсене кăтартмарĕç, халĕ вĕсене интернета вырнаçтарнă-ха, шыра та шыра вăхăтна тата куçна шеллемесĕр.
Вăрçа хутшăннисен сăнĕсене хăш-пĕр çемьере ятарласа пысăклатнă, чыслă вырăна çакнă, теприсен, тен, сăнĕсем те çук. Хăшĕсен пулнă та пуль хăй вăхăтĕнче, кивĕ пỹртсене пăсса çĕннине çĕклесе лартнă хыççăн сăнỹкерчĕксене кăларса пăрахнă...
Горбатовка ялĕнчен 9 çын вăрçа хутшăннă, 4-шĕ пуçне хунă, никам та пĕр сăн та илсе килсе паракан тупăнмарĕ. Андреевпа Пашков орден илме те тивĕçлĕ пулнă-çке! Темшĕн-çке мана çынна кĕнекере сăнỹкерчĕксĕр пичетлесен ăна вырăна хуман пек туйăнать.
Шанатăп-ха, ку статья куç тĕлне лексен, вуланă хыççăн кам та пулин хăйĕн архивĕнче сăнỹкерчĕк шыраса тупать пулĕ.
Мана, сăмахран, хуняман ашшĕн сăнне, вăл Кив Атикассинчен, хĕрĕм тупса пачĕ. Хыçне "апин ашшĕ" тесе çырнă, эпĕ вăл çынна упăшкан ашшĕ пулĕ тесе, лешĕ те ирех вилнĕ те, вăл та вăрçа хутшăннă та.
Упукушкăньри Пахиновсем вăрçа 9-ăн хутшăннă, вилнисем те пур, таврăннисем те, нивушлĕ пĕрин сăнĕ те çук? Арайкассинчен вăрçа хутшăннисем хушшинче эпĕ ку таранччен пĕлмен чылай çын вăрçăра хастар пулнăшăн орден-медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Унти чылай кил пушă ларать, канмалли кунсенче яла таврăнсан сăнỹкерчĕксене пăхса тухма ыйтасшăн эпĕ унта пурăнакансене. Кĕнеке пичетленнĕ хыççăн мана сăмах тивессе пĕлсех тăратăп-ха. Пĕрине, никам та сиксе юлман-ши тесе, хушаматсене вуласа патăм та:
- Эс пирĕн тăвана мĕншĕн кĕртмен, унăн ячĕ палăк çинче те пур-иç! - терĕ.
Ятне каласан ун пирки интернетра шыраса тупса ятне кĕртме пултартăм-ха. Палăк патне ятарласа кайса пăхрăм, унта ячĕсемпе ашшĕ ячĕсем çук, хушаматсем те палăрмаççĕ, палăка 1970 çулта уçнă, салтакăн автомат тытнă аллисем те кĕçех арканасла тăраççĕ. Çĕнĕ палăк çĕклемелле ял халăхĕн пĕрле пухăнса.
Кашнин хăйĕн тăванĕн ятне "Хĕрлĕ Чутай районĕн Астăвăм кĕнекине" кĕртме тăрăшмалла. Вĕсем пире мирлĕ пурнăç туса панă, пирĕн тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе çапăçура пуçĕсене хунă, чылайăшĕ çемье çавăрайман. Ĕлĕк ял тăрăх утса пынă чухне кашни çурт çинче хĕрлĕ çăлтăр вырнаçтарнине курма пулатчĕ (халĕ те кивĕ çуртсем çинче юлнă-ха вĕсем). Çав çынсене пăрахса хăварас марччĕ.
Галина ЗОТОВА, Штанаш.
Источник: "Пирěн пурнăç"