Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта çул пулсан нуша курмăн нихăçан

11 октября 2019 г.

Хальхи вăхăтра ял çыннисен пурнăçĕ чылай енчен çăмăлланчĕ темелле - кăмака хутмастпăр, çĕклемпе вутă, витрепе шыв тултмастпăр. Кил-çурта "кăвак çулăм" ăшăтать, шывĕ пăрăх тăрăх пỹрте кĕрет-тухать, йăлари тем тĕрлĕ техника кашни кун тумалли ĕçсене туса пулăшать.

Ял урамĕсене пырса кĕрсен кашни çурт умĕнче тенĕ пекех машин ларать. Тулĕк вăт хăш-пĕр çĕрте йĕпе-сапара е хĕлле машинăпа кăна мар, çуран çỹреме те çул пулманни чылай нуша-чăрмав кăларса тăратать. Харпăр хăй ыйтăвĕсемпе çỹреме кăна мар, васкавлă пулăшу е пушар машинисене (усалли ан пултăр-ха вăл) кĕрсе-тухма та йĕркеллĕ çул тем пекех кирлĕ.

Тумликасси ялĕн Клуб урамĕнче пурăнакансем те кунта кĕрсе-тухма çул пулманран нушаланатчĕç. Халĕ вара тинех хаш! сывласа ячĕç "лехкассисем" (ялта ку урамра пурăнакансене çапла калаççĕ). Октябрĕн 4-мĕшĕнче çак урамра вырнаçнă Ишеккасси клубĕ патне çити пыракан пĕр километра яхăн çула савăнăçлă лару-тăрура хута ячĕç.

Çул уçнă çĕре Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Волков тата ял çыннисем хутшăнчĕç.

Унччен пылчăк çăрса çỹренĕ çул вырăнне ятарласа хăпартнă, темиçе сий вак чул, унтан битум сарса хытарнă хыççăн асфальт сарнă пекех курăнакан çул туса панăшăн халĕ ял çыннисем ĕçсене вĕçне çитернĕ подрядчика чунтанах тав тăваççĕ. Ара, ку çула тăвас ĕçе малтанах урăх подрядчик тытăннăччĕ, шанчăклăскер пулмарĕ тулĕк. "Перспектива" ТЯО ĕçченĕсем вара ĕçсене тулли яваплăхпа пурнăçларĕç.

Савăнăçне пытарман ял çыннисем халĕ Клуб урамĕн тепĕр вĕçне çити вак чул та пулин сарса парасса шанаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕçе пуçаруллă бюджет программипе килĕшỹллĕн пурнăçлама май пур. Унсăр пуçне тумликассисем яла шыв кĕртессе те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ...

А.КАРПОВА.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика