Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăн лаптăку ăçтине пĕлетĕн-и?

06 сентября 2019 г.

Нумай ачаллă çемьесене пулăшас ыйтăва патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. 18 çул тултарман виçĕ е ытларах ача çитĕнтерекен мăшăрсем тĕрлĕ социаллă пулăшăва тивĕçеççĕ. Çав шутра 2011 çулхи апрель уйăхĕнчен тытăнса кун пек çемьсене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереççĕ.

Çĕр лаптăкне вара 18 çул тултарман виçĕ е ытларах ача ỹстерекен çемье тĕрлĕ тĕллевпе илме пултарать: çурт хăпартма, хушма хуçалăх тытма е пахча çимĕç çитĕнтерме. Çурт хăпартас текенсен вара хăш-пĕр чух чăрмавсем сиксе тухаççĕ. Валеçсе панă çĕр участокĕсем çывăхĕнче çул та, шыв та, çутă та, газ та çук. Пĕр сăмахпа каласан, инженери инфратытăмĕ çукки ура хурать.

Кун пекки пирĕн патра та çук мар. Акă темиçе çул каялла Хĕрлĕ Чутай салинчи Придорожнăй урамра, Енкĕлт ялĕ çывăхĕнчи уйра (чылайăшĕ ăна В.Крыцов предпринимателĕн автосервисĕнчен инçех мар тесен лайăхрах ăнланĕ), нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕсем валеçсе пачĕç. Анчах та унтанпа кунта пурнăç чарăнса тăнă темелле. Пĕрисем унта курăкне çулкаласа тăчĕç-ха, анчах та кỹршĕрисем те çĕр лаптăкне пăхса тăманнипе усси сахалрах пулчĕ. Теприсем пахча çимĕç те ларткаласа пăхрĕç, вĕсем те каярах ку ĕçе пăрахăçларĕç. Кайса та курманнисем вара чылай. Халĕ унта чиккисене те палăртма çук, хытхура кăна ашкăрса ларать. Строительство ĕçĕсене пуçăнма йывăртарах пулнине шута илсе-ши чылайăшĕ çĕр лаптăкĕ çине алă сулнă. Инженери инфратытăмĕпе тивĕçтерсенех кунта пурнăç чĕрĕлсе каясса шанас килет. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ку ыйтупа ĕçлеме тытăннине пĕлтерчĕç.

Ольга ФОНДЕРКИНА, райадминистрацин экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пай начальникĕ:

- Çул çитмен нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтермелли программа вăя кĕнĕренпе районти 69 çемье çĕр лаптăкĕллĕ пулчĕ. Вĕсенчен 64-шĕ çурт тăвас тĕллевпе, ыттисем - уйрăм хушма хуçалăх тытма тата пахча çимĕç ỹстерме. Икĕ çемье çурт хăпартнă та ĕнтĕ. Тата 30 çемье тỹлевсĕр çĕр лаптăкне тивĕçес тесе документсем хатĕрленĕ, черетре тăрать.

Анатолий ВОЛКОВ, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Хĕрлĕ Чутай салинчи Придорожнăй урамра, Енкĕлт ялĕ çывăхĕнчи уйра, вырнаçнă 48 çĕр лаптăкне инженери инфратытăмĕпе тивĕçтерес ыйтупа ĕçлеме тытăнтăмăр. Газпа шыв тĕлĕшпе проектсем хатĕр темелле, çутă валли документсем хатĕрлес ĕç пырать. Пĕтĕмпех лайăх пулса пырсан 2020-2021 çулсенче "Устойчивое развитие сельских территорий" программа шайĕнче асăннă çĕр участокĕсене инженери инфратытăмĕпе тивĕçтересшĕн.

Н.ИВАНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика