30 августа 2019 г.
Сентябрĕн 4-мĕшĕнче "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн чупу иртет.
Аса илтеретпĕр, сакăрвун пĕрремĕш хут ĕнтĕ республикăра А.Николаев космонавт летчика халалласа эстафета чупăвĕ - Прессăн спорт фестивалĕ - иртет. Вăл икĕ тапхăрпа иртĕ: пĕрремĕш тапхăр - районта, "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета пулĕ, иккĕмĕш тапхăр - финал ăмăртăвĕ, ăна сентябрĕн 7-мĕшĕнче тĕп хуламăрта "Олимпийский" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн ирттерме палăртнă. Эстафетăн пĕрремĕш тапхăрне тивĕçлипе йĕркелесе ирттерес тĕллевпе район администрацийĕ "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕпе канашласа положени çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, сентябрĕн 4-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салин Тĕп стадионĕнче эстафета чупăвĕ иртет. Ăна савăнăçлă лару-тăрура 13 сехетре уçĕç.
Эстафета çак ушкăнсемпе иртет:
1. "Шкул çулне çитмен учрежденисем". Ку ушкăнта шкул çулне çитмен икĕ хĕрача тата икĕ арçын ача 100-шер метр чупĕç.
2. "Спорт çемйи". Пĕрремĕш ушкăна ашшĕпе амăшĕ тата çичĕ çул тултарман ача хутшăнать. Арçынсем 200 метр чупаççĕ, хĕрарăмсем - 100, ачасем - 100. Иккĕмĕш ушкăна 8-14 çулсенчи ачаллă ашшĕ-амăшĕ хутшăнать. Ку тапхăрта арçынсен 200 метр чупмалла, хĕрарăмсен - 100, ачасен - 100.
3. "Спорт ветеранĕсем". Ку ушкăнта предприятисен, ял тăрăхĕсен командисем ăмăртаççĕ. Команда тăватă çынран тăмалла: икĕ арçынпа (50 çул е аслăрах) икĕ хĕрарăм (45 çул е аслăрах). Вĕсен пурин те 200 метрлă дистанцие парăнтармалла.
4. "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем". Команда йышĕ ултă çынран (виçĕ каччăпа виçĕ хĕр) тăрать: пурте 400 метршар тупăшаççĕ.
5. "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем". Командăра сакăр çын (тăватă каччăпа тăватă хĕр) пулмалла. Пур тапхăр та 400 метрпа танлашать. Пĕрремĕш тапхăрсăр пуçне - каччăсем 800 метр чупаççĕ.
6. "Хĕрарăмсен ушкăнĕ". Предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕсем те 200 метршар ăмăртаççĕ. Ушкăнра тăватă çын пулмалла.
7. "Арçынсен ушкăнĕ". Кунта та предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕсем хутшăнаççĕ. Йыш тăватă çынтан тăрать, пурте 200 метршар чупаççĕ.
8. "Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, ял тăрăхĕсен ушкăнĕсем". Команда тăватă çынран тăмалла: икĕ арçынпа икĕ хĕрарăмран. Вĕсен пурин те 200 метрлă дистанцие парăнтармалла. Тĕп услови - командăри çынсен пурин те ял тăрăхĕсенче регистрациленмелле.
9. "Тĕп ушкăнта" предприятисемпе организацисен, вĕренỹ учрежденийĕсен ушкăнĕсем (йышра икĕ арçынпа икĕ хĕрарăм пулмалла) хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсен те, арçынсен те 200 метршар чупмалла.
Ушкăнсенче пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăннисене дипломсемпе тата район хаçатĕнче пĕр хутчен тỹлевсĕр пĕлтерỹ е салам пичетлеме май паракан купонпа чыслĕç. Эстафетăна хутшăннă кашни спорт çемйине "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕ çитес çур çул валли райхаçат çырăнса парĕ. Çĕнтерỹçĕ командăсем район администрацийĕн парнисене тивĕçĕç.
Информаципе тĕплĕнрех паллашас тесен çак телефон номерĕсемпе шăнкăравлама пулать: 2-15-15, 8 927 862 47 02, 8 919 666 12 04.
Редакци.
Источник: "Пирěн пурнăç"