16 августа 2019 г.
Юлашки халăх çыравĕ пулнăранпа 10 çула яхăн иртрĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта çĕнĕ ăру çитĕнсе çитсе аслисен шутне кĕнĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, халăх çыравне 10 çулта пĕрререн кая мар ирттермелле. Çавăнпа та çитес çул октябрь уйăхĕнче халăх çыравне ирттерме палăртнă.
2020 çулхи халăх çыравĕ малтанхинчен уйрăлса тăрĕ. Пĕрремĕш хут çынсем патшалăх пулăшăвĕ кỹрекен пĕрлехи порталта онлайн мелĕпе ыйтусене хăйсемех хуравлама пултарĕç. Çакă вĕсене вăхăта перекетлеме пулăшĕ. Яланхи пекех специалистсем килсем тăрăх та çỹрĕç. Çырав ирттерекенсем планшетсемпе тата смартфонсемпе усă курĕç.
Черетлĕ çыравра çынсем пирки тĕплĕнрех информаци пухас тĕллевпе хушма ыйтусем хатĕрленĕ. 2020 çулта мĕнпур халăха - ватти-вĕтти таранах - шута илме палăртнă. Районсемпе хуласенче Пĕтĕм Раççейри çырава хатĕрленме пуçăннă та ĕнтĕ. Çак ĕçе федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕ (Чăвашстат) ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле çыхăнса пурнăçлать.
Çак уйăхра республикăри халăх пурăнакан пунктсем тăрăх регистраторсем (вăхăтлăх ĕçченсем) çỹреме пуçланă ĕнтĕ - 500 яхăн çын. Вĕсем çуртсен адресĕсен актуаллă списокне хатĕрлеççĕ. Çакă çыравçăн хăйне евĕрлĕ "маршрутне" йĕркелеме пулăшĕ. Унсăр пуçне регистраторсем çуртăн е подъездăн номерĕ пуррипе çукки, урамсенче çутă çителĕклĕ пулни çине тимлĕх уйăраççĕ. Кăтартусене çитменлĕхсене пĕтерме ял тăрăхĕсен администрацийĕсене тăратĕç. Пĕр çурт та, пĕр урам та, пĕр ял та регистратор тимлĕхĕсĕр юлмĕ!
2010 çулхи пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче 16,9 пин çынна шута илнĕ. Хĕрарăмсен шучĕ арçынсенчен нумайрах пулнă - 52,5 процент. Чăвашстат хаклавĕпе районта пурăнакан çынсен шучĕ чакса пырать. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 3,3 пин çын сахалрах (13,6 пин çын) пурăнать.
Çырав кăна территорире мĕнле наци халăхĕ пурăннине каласа пама пултарать. 2010 çулхи çырав тăрăх, районта чăвашсем ытларах пурăннă - халăхăн 97,3 проценчĕ, вырăссем - 2,3 процент. 6,9 пин уйрăм хуçалăх пулнă. Ытларах пĕр ачаллă çемьесем (62,5 процент) шутланнă.
Çырав кăтартăвĕсем чылай çул хушши официаллă пулĕç. Шăпах вĕсем çурт-йĕр строительствин, агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн, вĕренỹпе сывлăх сыхлавĕн сферисенче приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшĕç.
Чăвашстат материалĕсем тăрăх А.ВАСЮКОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"