19 апреля 2019 г.
Таврара юр ирĕлсе пĕтнĕпе пĕрех. Çавна май ун айĕнчен тасамарлăх çиеле тухрĕ. Кашниех халĕ кунсерен хĕвел пăхнипе усă курса кил умне, территорисене тирпейлеме тăрăшать. Тасатни питĕ лайăх, анчах та çỹп-çапа çиллĕ çанталăкра тата çурт, тĕрлĕ хуралтă çывăхĕнче çунтармалла мар. Çак ансат правилăна пăхăнманни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Çунакан çỹп-çап куписене, вĕсем çывăхра мар пулсан та, тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Кỹршĕсем хăйсем тирпейленĕ хыççăн чĕртнĕ çỹп-çап куписене пăхса тăманнине курсан вĕсене асăрхаттарăр.
Типĕ курăкпа та асăрхануллă пулмалла. Çулсеренех уйсенче курăк çунать. Масар картисем çуннă тĕслĕх те сахал мар пулчĕ районта. Çывăхри ялсем шар курас хăрушлăх та пур. Çавăнпа та пĕччен чухне тивертсе янă курăка сỹнтерме питĕ йывăррине асра тытмалла, типĕ курăка чĕртмелле мар.
Асра тытăр! Типĕ курăка çунтарнă май тухнă пушара пула çынсем çуртсăр та тăрса юлаяççĕ, чылай усăллă хурт-кăпшанкă вилет, кайăксемпе ытти чĕрчунсен йăвисемпе çăмартисем е чĕпписем пĕтеççĕ... Мĕн чухлĕ сиен! Ытларах чухне типĕ курăк çын айăпĕпе çунать. Тимсĕрлĕхе пула е çил хăвăртлăхĕ пысăккипе çулăм хăвăртах пысăк территорие сарăлма пултарать.
Типĕ курăка çунтарнă чух пушар хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалли требованисене Раççей Федерацийĕнче пушара хирĕçле режимăн Правилисен 72 (1), 72 (2) тата 218 пункчĕсемпе çирĕплетнĕ. Правилăсене вара РФ Правительствин 2012 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчи 390 № постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Çавăн пекех ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи типĕ курăка Раççей МЧС-ĕн 2016 çулхи январĕн 26-мĕшĕнчи "Об утверждении Порядка использования открытого огня и разведения костров на землях сельскохозяйственного назначения и землях запаса" 26 № хушăвĕпе çирĕплетнĕ пушар хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнсан кăна тĕп тума юрать.
А.ЯРАБАЕВ, Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсен пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"