Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 22 медаль çĕнсе илнĕ

29 марта 2019 г.

Нумаях пулмасть "Хастар" ФСК-ра шкул ачисен регионсем хушшинчи XIII "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" фестивалĕ иртнĕ. Çулсерен иртекен шахмат фестивальне Мари Элти тата Чăваш Республикинчи сĕтелçи вăййин пулас маçтăрĕсем хастар хутшăннă. Спорт уявне йĕркелекенсем тĕрлĕ ỹсĕмри ушкăнсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртнă.

30 медальрен 22-шне хĕрлĕчутайсем çĕнсе илме пултарнă: 7 ылтăн, 8 кĕмĕл, 7 бронза медаль.

2001-2002 çулсенче çурал-нă хĕрсемпе каччăсем хушшинче Елена Афанасьевапа Валерий Кудряшов (Хĕрлĕ Чутай) пĕрремĕш вырăн йышăннă, Диана Мироновапа Лев Абаськин (Мăн Этмен) - иккĕмĕшсем, Яна Никифоровапа Дмитрий Мерзлайкин (Хĕрлĕ Чутай) - виççĕмĕшсем.

2003-2004 çулсенче çуралнă пикесемпе яшсем хушшинче Дарья Романовапа Артем Чеченешкина (Хĕрлĕ Чутай) çитекенни пулман, Полина Медакинапа (Шулю) Максим Кудряшов (Хĕрлĕ Чутай) - иккĕмĕшсем, Луиза Илюшкинапа Валентин Кондратьев (Мăн Этмен) - виççĕмĕшсем.

2005-2006 çулсенче çуралнисем хушшинче Кристина Ермеева (Мăн Этмен) пĕрремĕш пулнă, Кристина Задворнаяпа (Мăн Этмен) Кирилл Журавлев (Хĕрлĕ Чутай) - иккĕмĕшсем, Светлана Инедеркина (Шулю) - виççĕмĕш.

2007-2008 çулсенче çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче хĕрлĕчутайсем пĕрремĕш вырăн йышăннă: Кристина Епифановапа Даниил Романов, иккĕмĕш Анна Ятманова (Мăн Этмен), виççĕмĕш Марина Охтярова (Çĕн Атикасси).

2009 çулта çуралнă тата кĕçĕнреххисем хушшинче Анна Акимова иккĕмĕш пулнă, Евгений Кондратьев (Хĕрлĕ Чутай) - виççĕмĕш.

Абсолютлă ăмăртусенче Дарья Романовапа Артем Чеченешкин - пĕрремĕшсем, Елена Афанасьевапа Максим Кудряшов - иккĕмĕшсем.

Пĕтĕмĕшле командăсен зачетĕнче те хĕрлĕчутайсене çитекенни пулман (тренер-преподавателĕсем - Е.Н. Сергеев, А.Ф.Михеев, Н.В.Данилов, Е.И.Инжебейкина).

Çакна та палăртмалла, яшсемпе хĕрсене çак спорт тĕсне явăçтараканĕ Аркадий Туйманов пулнă. Шăпах вăл тăрăшнипе шахмат вăййи районта аталаннă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика