Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунран-кун сахалланса пыратпăр, е Районта пĕр çын пурăнакан ял та пур

08 февраля 2019 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, черетлĕ çулталăк вĕçленсен эпир пĕтĕмлетỹсем тăватпăр, çав шутра - демографи енĕпе те. Иртсе кайнă 2018 çула тишкернĕ май, пĕлтĕр те районта вилекенсен шучĕ çуралакансенчен самай ытларах пулни палăрать. Мĕнре-ши çакăн пек кăтартусен сăлтавĕ? Мĕншĕн эпир кунран-кун, çулран-çул сахалланса та сахалланса пыратпăр?

Цифрăсем савăнтармаççĕ

Райадминистрацин ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта районта 312 çын вилнĕ, вĕсенчен 6-шĕ - ачасем. Çут тĕнчерен уйрăлнă ултă ачаран тăваттăшĕ тулашри сăлтавсене пула (шыва путса, çул-йĕр инкекĕнче тата ытти) вилнĕ. 2017 çулта районта 325 çын пурнăçран уйрăлнă.

Пĕлтĕр пирĕнтен 149 арçынпа 163 хĕрарăм яланлăхах уйрăлса кайнă. 2017 çулта 152 арçынпа 173 хĕрарăм вилнĕ. Хĕрарăмсем вăтамран 77-78 çул пурăнаççĕ, арçынсем - 64-65 çул.

2018 çулта 91 ача çуралнине шута илнĕ, 2017 çулта вара 98 ача çуралнă.

Çемье çавăракансен шучĕ те сахалланнă: 2017 çулта 64 мăшăр пĕрлешнĕ, 2018 çулта - 53 мăшăр.

Уйрăлакансен шучĕ те пирĕн пĕр шайрах тăрать темелле - çулсерен 27-28 çемье арканать.

Çулсерен пĕрер ял "пĕтет"

Çỹлерех илсе кăтартнă цифрăсем чăннипех шухăша яраççĕ - пĕлтĕр вилекенсен шучĕ виçĕмçулхинчен кăшт чакнă пулин те çулталăкне пĕр ял чухлĕ çын пĕтет вĕт районта! Танлаштарса пăхма хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчи 300 ытла çын пурăнакан ялсене илсе кăтартатăп: Ачкасси ялĕнче хальхи вăхăтра 380 çын пурăнать, Тури Çĕрпỹкассинче - 362, Уйпуçĕнче - 355, Ишеккассинче - 345 çын, Трапайра - 315, Шĕмшешре - 307, Çĕн Ирчемесре - 304.

Куç умне çакăн пек ỹкерчĕк кăларса тăратар-ха: çулсерен çак ялсем пĕтсе пырас пулсан 63 ялпа 6 саларан тата пĕр поселокран тăракан районтан мĕн юлать? Хăш-пĕр ялта çын тата сахал пурăннине шута илсен вара пĕчĕкрех йышлă ялсем çулталăкне темиçешер те пĕтнĕпе танах вĕт ку. Калăпăр, Хурапыр (155 çын пурăнать), Яманкасси (148 çын), Хусанушкăнь (143), Пĕчĕк Этмен (142), Пĕрремĕш Хурашаш (126), Урикасси (126), Сорăм (119), Ирчкасси (114), Упукушкăнь (104), Пухтанкасси (101), Шуккакасси (100) ялĕсем йышшисем икшер-виçшер те пĕтеççĕ теме те пулать вĕт капла. 28 çынлă Вишенер, 24-шар çын пурăнакан Кишлĕпе Пчелка тата 18 çынлă Дубовка йышши ялсем пирки каламалли те çук.

Ик-виç çын кăна тăрса юлнă ялсем те пур пирĕн районта - Лобара икĕ çемьере тăватă çын пурăнать (пропискăра - сакăр çын). Красный Яр ялĕнче вара пĕртен-пĕр çын юлнă!

Ялсенче пурăнакансен шучĕпе кăсăкланнă май ял тăрăхĕсен администрацийĕсене шăнкăравларăм. 400-900 çын пурăнакан ялсем те пур-ха районта, анчах та манăн 300 е ытларах çын пурăнакан ялсем пуррипе çуккине пĕлес килчĕ (çулталăкне шăпах çавăн чухлĕ çын вилнĕрен). Пантьăк ял тăрăхĕн администрацийĕнчен панă хурав чи "тунсăхли" пулчĕ: "Виççĕр?! Ун чухлĕ çын пурăнакан ял юлман та пирĕн". Тĕрĕссипе, юлма юлнă иккен-ха кун пек ялсем, Мишеркассинче 313 çын пропискăра тăрать, Утаркассинче - 351 çын. Пурăнма тулĕк пурте ялта пурăнмаççĕ...

Кив Атикасси тата Тралькасси ял тăрăхĕсенче виççĕр çынлă ялсем чăннипех юлман иккен. Кунта çын чи нумаййи - Кив Атикасси (274) тата Хăмаркка (270), чи сахалли - Акташ (38 çын).

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 13985 çын пурăннине шута илнĕ, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 13600 çын (статистика кăтартăвĕ).

Районти çынсен шучĕ чакнине çуралакансем пулни кăшт "майлаштарса" пырать-ха темелле. Тулĕк вăт вилекенсен шучĕпе пăхсан çуралакансен шучĕ ытла та сахал-çке. Пурнăçран уйрăлакансен шучĕ кăшт чакнине кура çуралакансен шучĕ ỹснĕ пулсан тем пекехчĕ. Çĕнĕ 2019 çулăн малтанхи кăтартăвĕсем те ку енĕпе савăнтармаççĕ - паянхи куна районта 8 ача çуралнă, 34 çын вилнĕ.

Ачасем сахал çуралнин тĕп сăлтавĕ - çамрăксем яла таврăнасшăн пулманни. Çакна çемье çавăракансен шучĕ чакни те çирĕплетет. Сăмах май, районти ЗАГС пайĕнче çырăннă пур çамрăк мăшăр та хамăр тăрăхра тĕпленмест, çавăнпа та туйсем пулни районта çамрăк çемьесен шучĕ ỹснине çирĕплетмест.

Хăшĕ-пĕрисем "çамрăксем яла таврăнасшăн халĕ" теме пăхаççĕ пулин те, чăннипе, алла диплом илнĕ хыççăн тăван района килсе ĕçлекенсем, çемье çавăракансем сахалтарах. Районта ĕç вырăнĕсем çук тесе те калаймăн, ĕçĕ пур, пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕ тĕлне 700 ытла ваканси пулнă. Анчах та шалу пĕчĕк пулнăран тата çамрăксем ялхуçалăхĕнче вăй хума васкаманран çак ĕç вырăнĕсем астарсах каймаççĕ. Малтанласа тăван тăрăха таврăннисем те тем вăхăтран каллех хулана тухса тараççĕ.

Район çыннисенчен чылайăшĕ республика тулашне ĕçлеме çỹрет, хамăр тăрăха вăхăт-вăхăт çеç килсе каять. Ял тăрăхĕсене шăнкăравласан та вĕсем паракан цифрăсем ытларах чухне пропискăра тăракан çынсене кăтартнине, тĕрĕссипе, нумайăшĕ ялта пурăнманнине пĕлтерчĕç мана. Ку лару-тăрăва хăнăхрăмăр ĕнтĕ эпир. Речĕ-речĕпе пушă ларакан, этем ури тахçантанпах пырса пусман пỹртсем те паянхи ялсемшĕн _ куç хăнăхнă ỹкерчĕк...

Хальхи вăхăтра районта халăх чи нумай пурăнаканни Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ шутланать (5 пине яхăн çын), чи сахалли - Штанаш ял тăрăхĕ (741 çын). Кашни ялта миçе çын пурăннине кăтартакан информаципе район хаçачĕн сайтĕнче (nashazhizn21.ru) тата "Одноклассники", "ВКонтакте" социаллă сетьсенчи ушкăнĕсенче паллашма пултаратăр.

Алина ИТТИ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика