11 января 2019 г.
Кăçалхи Сывлăхпа спорт кунĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсене республикăра 2013 çултан ирттереççĕ. Малтанлăха вĕсем кварталта пĕрре пулнă, 2014 çултан - уйăхсерен. Çак кунсенче регионта пурăнакансем спорт объекчĕсене тỹлевсĕрех кĕме пултараççĕ.
Сывлăхпа спорт кунĕсем çак числосенче иртĕç: январĕн 26-мĕшĕнче, февралĕн 16-мĕшĕнче, мартăн 30-мĕшĕнче, апрелĕн 20-мĕшĕнче, майăн 25-мĕшĕнче, июнĕн 29-мĕшĕнче, июлĕн 20-мĕшĕнче, августăн 24-мĕшĕнче, сентябрĕн 21-мĕшĕнче, октябрĕн 26-мĕшĕнче, ноябрĕн 23-мĕшĕнче, декабрĕн 14-мĕшĕнче.
Источник: "Пирěн пурнăç"