28 декабря 2018 г.
Сисеймерĕмĕр те, 2018 çул вĕçленчĕ. Çулталăкри чи асамлă уява кĕтсе илме районта пурăнакансенчен чылайăшĕ тăрăшсах хатĕр-ленчĕ. Пултаруллисем, уява мĕнле кĕтсе илесси хамăртан кăна килет текенсем пỹрт умĕсенче юртан тем тĕрлĕ кĕлеткесем турĕç, чăрăшсене капăрлатрĕç, çурчĕсене гирляндăсем çакса илемлетрĕç.
Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пуçаруллă çынсене хавхалантарас тесе смотр-конкурссем те йĕркеленĕ. Ку енĕпе кăçал уйрăмах Ачкасси ял тăрăхĕ палăрса тăрать. Кунта декабрь тăршшĕпех Çĕнĕ çула хĕрсе хатĕрленчĕç. Калкассисем харпăр хăй çурчĕсене кăна мар, урама та илемлетнĕ. Асăннă ял тăрăхĕнче пурăнакансене уява аван хатĕрленнĕшĕн декабрĕн 31-мĕшĕнче Серенкассинчи тата Шулюри Культура çурчĕсенче парнесем парса саламлĕç.
Ку ял тăрăхĕнче пурăнакансен пултарулăхĕ çинчен каланă май Ачкассинчи Елена Патьянова пирки уйрăмăн асăнса хăварас килет. Пултаруллă хĕрарăм вуниккĕмĕш çул ĕнтĕ урамра Çĕнĕ çул умĕн юр кĕлеткесем ăсталать. Вĕсен шучĕ çултан-çул нумайланса пырать. Кăçал Елена Александровна сысна çурисем те, Хĕл мучипе Юрпике те ăсталанă. Чи кăсăкли вара - ачасем те кĕрсе ларма пултаракан танк туни! Вăл совет самани вăхăтĕнчи Т-34 танка аса илтерет, ăна Елена Александровна Мускав облаçĕнчи "Патриот" комплексра пулсан курнă, хĕл çитсен хăйсен урамĕнче тăватăпах тесе шутласа хунă.
Çĕнĕ çул умĕн район центрĕ питĕ илемленчĕ, каçсерен кунта тем тĕрлĕ çутăсем те йалкăшаççĕ. Предприяти-организацисем, вĕренỹ учрежденийĕсем хăйсен çурчĕсене тăрăшсах капăрлатрĕç.
Районти ялсем те капăрланчĕç. Паллах, эпир пур яла та çитсе кураймастпăр, çавăнпа та интернет ĕмĕрĕнче пурăннине тĕпе хурса ял тăрăхĕсен сайчĕсене тишкертĕм - хăйсен пуçаруллă çыннисем пирки çырса кăтартнах пулĕ ĕнтĕ вĕсем терĕм. Анчах та çỹлерех асăннă Ачкасси ял тăрăхĕпе Хусанушкăнь ял тăрăхĕсемсĕр пуçне ял çыннисен пултарулăхĕ пирки пĕр ял тăрăхĕ те çырса кăтартман. Калăпăр, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче те Çĕнĕ çул умĕн çурчĕсене илемлетекенсем чылай. Акă Советски урамĕнче пурăнакан Аливанкинсем çулсерен çуртне гирляндăсемпе илемлетеççĕ, чăрăш капăрлатаççĕ. Ку тăрăхри ытти ялсенче те пур кун пек пуçаруллă çынсем. Вĕсем пирки çырса хавхалантарсан питĕ лайăх пулмалла та. Халĕ ял çыннисем те тăтăшах тĕрлĕ сайтсене кĕрсе пăхаççĕ, ял тăрăхĕн сайтĕнче хăйсем пирки ырласа çырнине пĕлсен савăнатчĕç кăна пулĕ. Çĕнĕ çул умĕн кăмăлĕсем татах çĕкленнĕ пулĕччĕç вĕсен...
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, енчен те эсир Çĕнĕ çула хатĕрленсе çуртăра илемлетрĕр, юртан тĕрлĕ сăнарсем ăсталарăр пулсан редакцине сăнỹкерчĕксене ярса парăр, эпир вĕсене район хаçачĕн сайтне, "Одноклассники" тата "ВКонтакте" социаллă сетьсенчи хамăрăн ушкăнсене лартăпăр, хаçатра та сирĕн пултарулăх пирки çырса кăтартăпăр.
Алина ИТТИ.
Источник: "Пирěн пурнăç"