Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улах, Çăварни, утăçи, салтака ăсатни, туй…

14 декабря 2018 г.

Ĕлĕкхи чăвашсен çулталăкри уявĕсене кăтартса пачĕç ял тăрăхĕсен фольклор ушкăнĕсем декабрĕн 11-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче иртнĕ фольклор фести-валĕнче. Шăпах çакна пула хăйнеевĕрлĕхпе палăрчĕ те кăçалхипе вунвиççĕмĕш хут пулнă фольклор фестивалĕ.

Чутайсен пултарулăх çăлкуçĕ чăннипех иксĕлми пулнине тепĕр хут ĕнентерсе паракан фестивале курма халăх йышлăн пухăнчĕ. Залта ларма кăна мар, тăма та вырăн çукчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Куракансем чăвашсен улах, Çăварни, утăçи, хăна, салтак тата туй юррисене итлесе савăнма пултарчĕç.

Фестивале пурĕ ял тăрăхĕсенчи вунă тата районти Культура çурчĕн икĕ фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ. Вĕсем ултă номинацире мала тухассишĕн ташласа юрларĕç, авалхи йăла-йĕркесене кăтартса пачĕç.

Кашни номинацире икшер фольклор ушкăнĕ пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Районти культура çурчĕн "Шокăль" тата Мăн Этменти Культура çурчĕн "Елĕм" фольклор ушкăнĕсем улах каçне сăнласа пачĕç. Штанашри Культура çурчĕн "Шуçăм" тата Серенкассинчи Культура çурчĕн "Артанас" фольклор ушкăнĕсем Çăварни юррисене шăрантарчĕç. Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн "Урпаш" тата Кив Атикассинчи Культура çурчĕн "Шупуç" фольклор ушкăнĕсем утăçи вăхăтне сăнларĕç. Мишеркассинчи культура çурчĕн "Сăр таппи" тата районти Культура çурчĕн "Шанчăк" фольклор ушкăнĕсем хăна юрри-ташшине кăтартрĕç. Атнарти Культура çурчĕн "Айхол" тата Туктамăшри Культура çурчĕн "Çартмас" фольклор ушкăнĕсем салтака ăсатрĕç. Тралькассинчи Культура çурчĕн "Хăнатар" тата Питĕркассинчи Культура çурчĕн "Хăмăш" фольклор ушкăнĕсем Чутай туйĕнче савăнчĕç.

Фольклор ушкăнĕсен пултарулăхне райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов ертсе пыракан жюри хакларĕ. Жюри членĕсем хушшинче Шупашкартан килсе çитнĕ, фольклор енĕпе республика шайĕнче ĕçлекен специалистсем те пулчĕç.

12 фольклор ушкăнĕн ташши-юррине курнă хыççăн жюри çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕ:

- "Улах юрри-ташши" номинацире районти Культура çурчĕн "Шокăль" фольклор ушкăнĕ çĕнтерчĕ;

- "Çăварни юрри-ташши" номинацире Ачкасси ял тăрăхĕнчи "Артанас" фольклор ушкăнĕ палăрчĕ;

- "Утăçи юрри-ташши" номинацире Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи "Урпаш" фольклор ушкăнĕ çĕнтерчĕ;

- "Хăна юрри-ташши" номинацие Пантьăк ял тăрăхĕнчи "Сăр таппи" фольклор ушкăнĕ çĕнсе илчĕ;

- "Салтак юрри-ташши" номинацире Атнар ял тăрăхĕнчи "Айхал" фольклор ушкăнĕ çĕнтерчĕ;

- "Туй юрри-ташши" номинацире Тралькасси ял тăрăхĕнчи "Хăнатар" фольклор ушкăнĕ мала тухрĕ.

Сумлă жюрипе, паллах, тавлашаймастăн. Анчах та хаçатра хамăн шухăша палăртма май килнипе усă курса çакна каласа хăварас килет: фольклор ушкăнĕсем фестивале тăрăшсах хатĕрленни тỹрех сисĕнчĕ, çапах та куракансем (çав шутра эпĕ те) штанашсен Çăварни юрри-ташшине ытларах кăмăллани палăрчĕ. Тен, фестивале хатĕрлекенсен "Куракансен кăмăлне кайнă фольклор ушкăнĕ" номинацие те пăхса хăвармалла пулнă?

Кăçалхи фестивале çамрăксемпе ачасене ытларах явăçтарнине ырласа йышăнатăп. Калăпăр, сцена çинче кăтартакан улах каçне çамрăксем ларма тухни тем тесен те кăмăллăрах курăнать. Яшсемпе хĕрсене хамăрăн асаттесемпе асаннесен йăла юрри-ташшине хăнăхтарса пымаллах, унсăрăн вăхăт иртнĕçемĕн "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фольклор фестивалĕ пĕтсе те ларĕ. Ахаль те халĕ туйсене чăвашла ирттерме пăрахрăмăр, юрать хуть çамрăксем туйпа çыхăннă йăла-йĕркене сцена çинче куркалаççĕ. Тулĕк вăт куракансем хушшинче çамрăксем питех курăнса каймарĕç çав каç... Сăмах май, туй тенĕрен, тралькассисем Чутай туйне (каçхине хĕр илме кайнине) питĕ ĕненмелле сăнласа пачĕç, ахальтен мар пулĕ "туй пынă" самантра куракансем хушшинче "йỹçĕ!" тесе кăшкăракан та тупăнчĕ.

Çĕнтерỹçĕсене сцена çинчен саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров районти фольклор фестивалĕ çултан-çул аталанса, вăй илсе пынине каларĕ, унта çам-рăксене явăçтарнăшăн савăннине пытармарĕ. Вырăнти йăла-йĕркесене упраса, йăхран-йăха куçарса пыракан, сцена çинче кăтартса паракан фольклор коллективĕсене тав турĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика