Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аркадий Туйманова асăнса

26 октября 2018 г.

Пĕтĕм Раççейри "Эпĕ спорта суйлатăп" акципе килĕшỹллĕн районта тĕрлĕ массăллă спорт мероприятийĕсем иртеççĕ.

Çак кунсенче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче шахмат тата мини-футбол вăййисене кăмăллакансем тĕл пулнă, хăйсен спорт тĕсĕнче тупăшнă. "Урожай - 2018" турнирсем Ялхуçалăх ĕçченĕн кунне халалласа тата "Хастар" ФСК-ан тренер-преподавательне Аркадий Федорович Туйманова асăнса иртнĕ. Шăпах вăл районта халăх хушшинче спорта тата шахмат вăййине аталантарассишĕн чылай тăрăшнă.

Йăлана кĕнĕ шахмат вăййисене Аркадий Федоровичăн вĕренекенĕсем те хастар хутшăннă. Пĕтĕмпе турнирсене 45-ĕн хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен тренер-преподавателĕсем: Анатолий Михеев (Мăн Этмен шкулĕ), Евгений Сергеев (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), Римма Вазякова (Мишеркасси шкулĕ), Елена Инжебейкина (Шулю шкулĕ).

13 çулти тата çамрăкрах хĕрсем хушшинче Карина Задворная (Мăн Этмен) пĕрремĕш пулнă, Кристина Епифанова (Хĕрлĕ Чутай) - иккĕмĕш, Светлана Инедеркина (Шулю) - виççĕмĕш. Çак ỹсĕмри арçын ачасем хушшинче Даниил Романов (Хĕрлĕ Чутай) пĕрремĕш пулнă, Григорий Назаров (Мăн Этмен) - иккĕмĕш, Эдуард Тарасов (Шулю) - виççĕмĕш.

14-17 çулхи хĕрсем хушшинче Дарья Романова пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, Яна Никифорова - иккĕмĕш (Хĕрлĕ Чутай), Полина Медакина (Шулю) - виççĕмĕш. Çак ỹсĕмри каччăсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем палăрнă: Владислав Тунейкин - пĕрремĕш, Артем Чеченешкин - иккĕмĕш, Максим Кудряшов - виççĕмĕш.

Арçынсем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри Евгений Сергеев пĕрремĕш пулнă, Атнарти Аврам Абаськин - иккĕмĕш, Туктамăшри Александр Альгешкин - виççĕмĕш.

Шахмат турнирне йĕркелекенсем - Евгений Сергеев, Юрий Бронюков тата Любовь Романова - чи çамрăк шахматçăсене те диплом парса чысланă: Вероника Катюкована тата Никита Епифанова.

А.АЛЕКСЕЕВА.

 

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика