24 октября 2018 г.
Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республика коммуналлă хытă каяшсене пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ.
Аса илтеретпĕр, регион операторĕ паллă ĕнтĕ - каяшсемпе "МВК "Экоцентр" ООО ĕçлĕ. Каяшсен кубла метрĕ 442,22 тенке ларĕ. Çын пуçне малашне уйăхне 74,44 тенкĕ тỹлеме тивĕ. Унччен каяшсемшĕн хваттер лаптăкне кура тỹ-ленĕ, халĕ вара - хваттерте е çуртра пурăнакан çынсен шутне кура. Тĕп улшăну - шăпах çакă. Çак тỹлев хваттер тỹлевĕн квитанцийĕнчен тухать, вăл малашне коммуналлă тỹлев шутланĕ, укçана регион операторне куçарса пама пуçлăпăр.
Пысăк хваттерте çын пĕччен пурăнакан тĕслĕхсенче каяш тăкакĕ чакĕ, пĕчĕк хваттерте пурăнакансен йышĕ пысăк-тăк - самай ытларах тăкакланма тивĕ.
"МВК "Экоцентр" ООО представительствисем кашни районпа хуларах пулĕç тенĕччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Алина Ярабаева пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн патра И.В. Филиппова уйрăм предприниматель тата районти "Жилсервис" общество ку енĕпе ĕçлĕç. Ытти информаци хальлĕхе çук-ха. Ку ыйтăва малалла та тимлĕхре тытăпăр, сире те паллаштарсах тăрăпăр.
Вера ЯРАБАЕВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ:
- Асăннă улшăнусене пула хытă каяшсене пухас енĕпе тỹснĕ тăкаксене саплаштарма компенсаци евĕрлĕ социаллă пулăшăва граждансен ытларах пайне ỹстернĕ виçепе парĕç.
Хытă каяшсене пухнăшăн тỹлемелли çĕнĕ йĕркене пурнăçа кĕртнĕ май ку енĕпе тỹснĕ тăкаксен компенсацине инвалидсем, инвалид ача пур çемьесем (мĕнпур федераци çăмăллăхçисен 84 проценчĕ) илсе тăрĕç, маларах вĕсем ку тăкаксемшĕн компенсацие тивĕçмен.
Вăрçă инваличĕсем вара малтанхи пекех хытă каяшсене пухнăшăн тỹленĕ тăкаксемшĕн компенсацие çемье членĕсен шутне кура илсе тăрĕç.
"Жителю блокадного Ленинграда" паллăна тивĕçнĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, вилнĕ вăрçă инваличĕсен çемье членĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, çар ĕçĕсен ветеранĕсем тата радиаци сиенне тỹснисем хытă каяшсене пухнăшăн тỹленĕ тăкаксемшĕн компенсацие малалла та илсе тăрĕç, анчах та малашне çемье членĕсене шута илмĕç.
Çак çăмăллăхсемпе усă курас тесен квитанцисене районти социаллă хỹтлĕх пайне тăратмалла пулать.
Источник: "Пирěн пурнăç"