24 октября 2018 г.
Кашни çулах республикăри вĕренỹ учрежденийĕсенче тата район территорийĕсенче полици сотрудникĕсемпе тата профилактика субъекчĕсемпе пĕрле "Полици тата ачасем" акци пулать. Вăл икĕ тапхăрпа иртет. Кăçал унăн пĕрремĕш тапхăрĕ февралĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 28-мĕшĕччен пычĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕ вара сентябрĕн 22-мĕшĕнче пуçланчĕ те октябрĕн 22-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Унăн тĕллевĕсем çапларах: уголовлă, административлă тата ĕç саккунĕсен никĕсĕсене ăнлантарса парасси; çул-йĕр çинче аманассин профилактикине ирттересси; çул-йĕр правилисене пăхăнма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, обществăлла йĕркене пăхăнма хăнăхтарасси; экстремизм идеологийĕн çулне пỹлесси; вĕренỹ занятийĕсене çỹремен çул çитмен çамрăксене тата вĕсене вĕренме чăрмантаракан сăлтавсене тупса палăртасси тата ытти те.
Паянхи куна районта учетра çул çитмен 15 çамрăк тата ачисене тивĕçлĕ воспитани парайман 7 ашшĕ-амăшĕ тăрать.
Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче пĕтĕмпе ашшĕ-амăш правинчен хăтарма 3 материал пухнă. Иккĕшне ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă, теприне пăхса тухаççĕ-ха.
Районти пур шкулта та вĕренекенсемпе тата педагогсен коллективĕсемпе тĕлпулусем ирттертĕмĕр. Районта 18 çул тултарман çамрăксем преступлени тăвас енĕпе лару-тăру мĕнлерех пулни пирки ăнлантарса патăмăр. Çавăн пекех республикăра тата районта ĕçлекен "шанăç телефонĕн" - 8 800 200 01 22 - номерĕпе паллаштартăмăр. Уголовлă саккунсен никĕсĕсем пирки, çул çинче аманассин профилактикин тата ытти ыйтусене çутатса патăмăр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сĕнтĕмĕр.
Кунсăр пуçне профилактика учетĕнче тăракан çул çитмен çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕ патне кайса куртăмăр. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ кăçал çуралнă пĕчĕк ачине Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан амăшĕ йĕркеллĕ пăхманни палăрчĕ. Амăшĕ ỹсĕрччĕ, ачи таса мар çи-пуçпаччĕ тата выçăччĕ. Саккунпа çирĕплетнĕ йĕркепе асăннă пĕчĕк ачана çемьерен туртса илес тĕлĕшпе çийĕнчех мерăсем йышăнтăмăр, ашшĕ-амăш правинчен хăтарма материал пухрăмăр.
Çамрăксем нумай пухăнакан вырăнсенче те рейдпа пултăмăр. Унта вĕренме çỹремен, ỹсĕр, наркотикпа тата ытти наркăмăшпа айкашакан çамрăксене тĕл пулмарăмăр. Çул çитмен çамрăксене спиртлă шĕвек тата пирус сутнă фактсене тупса палăртмарăмăр.
Н.КРАСНОВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмăн инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"