Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшшине ачасене парнелеççĕ

05 октября 2018 г.

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта районти учительсене халалланă уяв иртрĕ. Педагогсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, район прокурорĕ Валерий Шоркин, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев саламларĕç.

Ăшă та ырă кăмăллă лару-тăрура иртнĕ уявра хăйсен ĕçне чунпа парăннă, чун ăшшине ачасене парнелекен учительсене тĕрлĕ наградăсем парса чысларĕç.

Ачасене тарăн пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре нумай çул хушши ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекен Валерий Алексеевич Ефимов, Çĕн Атикасси шкулĕнче истори вĕрентекен Марина Анатольевна Лихутина, Питĕркасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Татьяна Яковлевна Хохлова тивĕçрĕç.

Район пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекен Татьяна Юрьевна Богатнаевана, Шулю шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Галина Ивановна Тарасована, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Надежда Александровна Артемьевана чысларĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине Çĕн Атикасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Алина Анатольевна Ильина, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Галина Петровна Богатнаева, Мăн Этмен шкулĕнче пуçламăш классене вĕренте-кен Ирина Семеновна Михеева, "Хастар" ФСК делопроизводителĕ Майя Валерьевна Попова тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн Хисеп грамотисене Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Людмила Львовна Герасимована, Шулю шкулĕнче математика вĕрентекен Владимир Иванович Прокопьева, Çĕн Атикасси шкулĕнче математика вĕрентекен Алиса Васильевна Дерстуганована, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Наталья Ярославовна Сидорована, Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Светлана Васильевна Мурайкинана парса саламларĕç.

Çавăн пекех уявра Атнар шкулĕнче ĕçлеме пуçланă çамрăк учительпе паллаштарчĕç, вăл - историпе тата обществознанипе вĕрентекен Елизавета Владимировна Александрова.

Уяв программине районти шкулсенче вĕренекенсемпе учительсен пултарулăхĕ сĕм кĕртрĕ.

А.КАРПОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика