19 сентября 2018 г.
Амăшĕн капиталĕ ачаллă çемьесене çăмăллăх паракан патшалăх пулăшăвĕ пулнине хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ эпир. Асăннă программа ĕçлеме пуçланăранпа, 2007 çултанпа, районти 1108 çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçрĕ. Кăçалхи çур çулта 30 сертификат патăмăр.
2018 çулхи ултă уйăх хушшинче амăшĕн капиталĕпе усă курма ирĕк паракан йышăну 40 хутчен турăмăр. Ку пурĕ 13,4 миллион тенкĕпе танлашать, çак укçа ипотека кредичĕсене татма (18 йышăну 7,8 миллион тенкĕлĕх), кредитпа усă курмасăрах пурăнмалли условисене лайăхлатма (14 йышăну 5 миллион тенкĕлĕх), ача вĕреннĕшĕн тỹлеме (3 йышăну 24420 тенкĕлĕх) кайрĕ.
Пурĕ вара 2009 çултанпа амăшĕн капиталĕн укçипе районти 778 çемье усă курчĕ, вĕсене валли 251,6 миллион тенкĕ куçартăмăр.
Кăçалтан хăш-пĕр çемьесен амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен укçа илсе тăма пулать. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕмĕш ача çуралнă 5 çемье халĕ çак çăмăллăхпа усă курать.
Амăшĕн капиталĕн укçипе туллин, пĕр пус юлмиччен, усă курнисем 504 çын шутланаççĕ, çакă сертификат хуçисен 45,5 проценчĕпе танлашать.
Алина ЕЖЕЕВА, районти пенси уйрăмĕн ертỹçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"