12 сентября 2018 г.
Мотоблок прицеп пур пулсан та транспорт хатĕрĕ шутланмасть. Унпа пурте усă куракан çул çине тухма чарнă. Пассажирсене турт-тарма пач та юрамасть. Асăннă транспорт тĕсĕ ялхуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама кирлĕ. Мотоблоксене ĕç пурнăçламалли вырăна урăх транспорт хатĕрĕсемпе çитермелле.
Çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта йăлана кĕнĕ тăрăх çул çинче мотоблоксен водителĕсен шучĕ ỹсет. Çак техникăпа автомобильсем çỹрекен çул çине ятарлă паллăсемсĕр тата çутă приборĕсемсĕр тухса çул-йĕр инкекне лекме пулать. Çавăнпа та хăрушсăрлăх тĕллевĕпе прицеп çине çутă тавăракан япала (светоотражатель) вырнаçтармалла.
Чăваш Республикин Çулçỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн даннăйĕсемпе иртнĕ çул мотоблок-сен водителĕсем 12 çул-йĕр инкекне лекнĕ. Вĕсенчен 2-шĕ вилнĕ, 12-шĕ суранланнă. Кăçал, çулталăк пуçланнăранпа, республикăра мотоблоксен водителĕ-сем хутшăннипе 10 çул-йĕр инкекĕ пулнă, вĕсенче 3 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 13-ĕн суранланнă. Мотоблоксене тытса пыракан граждансем тĕлĕшпе 167 административлă протокол çырнă. Мотоблок водителĕсен те çул-йĕр правилисене пăхăнмалла. Правилăсене пăснине пула сывлăха йывăр сиен кỹнĕ пулсан административлă е уголовлă явап тыттараççĕ.
Хăвăра тата çывăх çыннăрсене сыхлăр, çул-йĕр правилисене пăхăнăр!
Источник: "Пирěн пурнăç"