07 сентября 2018 г.
Августăн 20-29-мĕшĕсенче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта 19 çул тултарманнисем хушшинче шахматла выляс енĕпе Чăваш Енĕн ăмăртăвĕ иртнĕ.
Темиçе куна пыракан ăмăртусем икĕ тапхăрпа иртнĕ. Чи кĕçĕннисем, 11 çул тултарман ачасем, вăйĕсене августăн 20-24-мĕшĕсенче виçнĕ, аслăраххисем - августăн 25-29-мĕшĕсенче.
Турнирăн иккĕмĕш тапхăрне 70 ытла çамрăк хутшăннă. Ăмăртусене хĕрлĕчутайсем те хаваспах хутшăнма кăмăл тунă. Турнир пĕтĕмлетĕвĕсемпе хăйсен ỹсĕмĕнчи категорире Яна Никифоровапа Дарья Романова ылтăн медале тивĕçнĕ. Кĕмĕл медале тивĕçнисем хушшинче - Елена Афанасьева, Даниил Романов тата Артем Чеченешкин (тренер-преподавателĕ - Евгений Сергеев).
Юратнă спорт тĕсĕ ачасене малашне те çитĕнỹ çулĕ çине тăма пулăштăр.
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"