Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат тусĕсем, спорта юратакансем старта тухрĕç

07 сентября 2018 г.

Кĕркунне пулнине пăхмасăр çуллахи пекех ăшă та хĕвеллĕ кун, стадион тулли халăх, хаваслă кăмăл, калаçу, йăл кулă - çакăн пек лару-тăрура иртрĕ сентябрĕн 5-мĕшĕнче район хаçачĕн парнисемшĕн çулсерен пулакан çăмăл атлетика эстафети.

"Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртекен спорт уявне районта пурăнакансем - спортпа тата хаçатпа тачă çыхăну тытакан шкул ачисем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем - чăннипех йышлăн пухăнчĕç. Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисем 450 яхăн пулчĕç, унсăр пуçне куракансем те чылаййăнччĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи Тĕп стадионта.

Прессăн спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алина Оринова, ăмăртусен тĕп судйи Алексей Никитин хутшăнчĕç, спортсменсене ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Чи пĕрремĕш старта ача садне çỹрекенсем тухрĕç. Ку ушкăнта тăватă команда ăмăртрĕ. Пĕчĕк спортсменсенчен чи хăвăрт чупаканнисем Шулюри "Теремок" ача садне çỹрекенсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна "Хĕвел" ача сачĕ тухрĕ, виççĕмĕшне - "Пилеш" ача сачĕн команди. Мăн Этменти "Колосок" садике çỹрекен ачасем те маттур пулнине палăртас килет.

Эстафетăна хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни Шулюри Елисей Шуськин пулчĕ - вăл декабрьте 5 çул тултарать, чи асли - Хусанушкăнчи 71 çулхи Валентин Ефимович Харитонов.

Ытти ушкăнсенчи эстафетăсенче вара чи вăйлисем, хăвăртраххисем çаксем пулчĕç:

- Спорт çемйисем хушшинче финиша чи малтан Хусанушкăнчи Швецовсен çемйи çитрĕ, вĕсем çитес çур çулта район хаçатне тỹлевсĕр илсе тăрĕç. Иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутайри Катюковсен çемйи тухрĕ, виççĕмĕшне - Хĕрлĕ Чутайри Чубайкинсем.

- Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Тури Çĕрпỹкассинчи спортсменсене çитекеннисем пулмарĕç. Иккĕмĕш вырăна хусанушкăньсем тухрĕç, виççĕмĕшне - мишеркассисем.

Çак ушкăнрах 7-9-мĕш классенче вĕренекенсене уйрăммăн палăртрĕç: пĕрремĕш вырăна Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекенсем тухрĕç, иккĕмĕшне - атнарсем, виççĕмĕшне - питĕркассисем.

- Вăтам шкулсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Атнар шкулĕн команди тивĕçрĕ, виççĕмĕшне - Çĕн Атикасси шкулĕн команди.

- Хĕрарăмсем хушшинче яланхи пекех Хĕрлĕ Чутай райповĕн пикисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăна Атнар шкулĕнче ачасене вĕрентекен пикесем тухрĕç, виççĕмĕшне - район больницин пикисем.

Кăçал хĕрарăмсен ушкăнĕнче старта 12 команда тухнине палăртса хăварас килет. Район пикисем пур çĕрте те маттур та пултаруллă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.

- Арçынсен ушкăнĕнче икĕ команда старта тухрĕ, районти полици уйрăмĕн ĕçченĕсем финиша пĕрремĕш çитрĕç, райпо команди иккĕмĕш пулчĕ.

- Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ командисем хушшинче Хусанушкăнь ял тăрăхĕ çĕнтерчĕ. Район администрацийĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Тралькасси ял тăрăхĕн команди - виççĕмĕш.

Ял тăрăхĕсен командисем кăçалхи ăмăртăва активлă хутшăннине палăртса хăварас килет, старта хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те тухни уйрăмах савăнтарчĕ. Темшĕн-çке Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Штанаш ял тăрăхĕсен командисем хĕвеллĕ те ăшă çанталăкра чупма кăмăл тумарĕç. Кăлăхах, спорт сывлăха та, туслăха та çирĕплетет...

- Тĕп ушкăнра предприятисемпе организацисен командисем старта тухрĕç, кунта та райпо команди пĕрремĕш пулчĕ, иккĕмĕш вырăна район больницин команди тухрĕ.

- Спорт ветеранĕсем хушшинче Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн команди палăрчĕ, иккĕмĕш вырăна "Хастар" ФСК спортсменĕсем тухрĕç.

Çĕнтерỹçĕсем пурте кубоксене, район администрацийĕн хисеп грамотисене, "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене - райхаçатра пĕр хутчен 300 тенкĕлĕх пĕлтерỹ е салам пичетлеме çăмăллăх паракан купона - тивĕçрĕç.

Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне хутшăннисем ыран, сентябрĕн 8-мĕшĕнче, пирĕн паллă ентеше Андриян Николаев летчик-космонавта асăнса иртекен спорт фестивалĕн Шупашкарта "Олимпийский" стадионта иртекен иккĕмĕш тапхăрне хутшăнĕç. "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн иртекен 80-мĕш эстафетăна хĕрлĕчутайсем те тивĕçлĕ хутшăнасса шанатпăр.

Юлашкинчен вара юнкун район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ эстафетăна хутшăннă кашни çынна чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр, телей-ăнăçу яланах сирĕнпе юнашар çỹреччĕр. Малашне те пурин те прессăн спорт фестивальне хутшăнма вăхăт тата кăмăл пултăр.

РЕДАКЦИ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика