Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ клубра ташă-юрă сасси ан татăлтăр

29 августа 2018 г.

Тинех! терĕç пулĕ Шулю ялĕнче пурăнакансем августăн 24-мĕшĕнче ялти çĕнĕ клуба уçнă çĕре пухăннă май. Малтанхи çуннă клуб вырăнне çĕкленĕ çĕнĕ клуба иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнчех хута ямалла пулнă, анчах та подрядчик айăпĕпе ĕçсем вăраха кайнă...

Халĕ акă Шулю ялĕнче те 75 çын вырнаçмалăх çĕнĕ клуб пур. Ăна çĕклеме республика бюджетĕнчен 6 миллион тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран - 300 пин тенкĕ. Ятарлă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн çĕкленнĕ клуба уçнă çĕре, шулюсен савăнăçне пĕрле пайлама Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Герасимов хутшăннă.

Илемлĕ те хăтлă, çутă çуртра Евгений Инжебейкин заведующи ертсе пынипе культура вучахĕ çĕнĕрен ялкăшма пуçласса шанас килет. Çынсем кунта тăтăшах концерт-спектакль курса савăнччăр, клубра ташă-юрă сасси ан татăлтăр. Çĕнĕ клуба уçнă çĕре шулюсем йышлă пухăнни, тĕрлĕ номерсемпе пуян концерт курнă хыççăн та чылайччен савăнни çак шанчăка çирĕплетет.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика