Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх спектакль - серенкассисен

02 ноября 2016 г.

Октябрĕн 31-мĕшĕнче кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртнĕ "Асамлă чаршав" фестивале савăнăçлă лару-тăрура хупрĕç. Хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ, Константин Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вылянă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Ирина Садовниковапа Николай Булаткина халалланă театр пултарулăхĕн конкурсне пĕтĕмлетнĕ каç районти Культура çуртне халăх йышлă пухăнчĕ.

Малтанах çакна палăртса хăвармалла - кăçал, ытти çулхисемпе танлаштарсан, фестивале пур ял тăрăхĕ те хутшăнман: мăнэтменсем темшĕн-çке сцена çине тухса хăйсен пултарулăхĕ-пе паллаштарма кăмăл туман. Ялсенче лартнă спектакльсене пĕлтĕр те, кăçал та май пур таран çитсе курма тăрăшнăран çакна калама пултаратăп - çынсем вырăнти артистсем лартнă спектакльсене юратсах пăхаççĕ. Мăн Этмен тăрăхĕнче пурăнакансем кăçал ку савăнăçа тивĕçеймерĕç пулас.

Фестивале пĕтĕмлетнĕ каç вара сцена çине хăйсем патĕнче лартнă спектакльсен сыпăкĕсемпе штанашсем, серенкассисем, атнарсем, сĕнтĕкçырмисем, мишер-кассисем тухрĕç. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал "Чи лайăх спектакль" номинацире Серенкассинчи Культура çурчĕн артисчĕсем лартса панă "Кăмака çинче ларса качча каяймăн" спектакль çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна "Тĕпсĕр сăпкари ача сасси" спектакльпе Штанашри Культура çурчĕ тухрĕ. Штанашсене сцена çине тухса драма лартса пама хăраманшăн мухтас килет - çакна валли уйрăм пултарулăх та, хăюлăх та кирлĕ. Виççĕмĕш вырăн вара мишеркассисемпе атнарсем лартса панă спектакльсем йышăнчĕç.

"Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" номинацие киватикассисем лартса панă "Шыври" спектакльте Маргарита рольне калăпланă Людмила Шишкова тивĕçрĕ. "Чи лайăх арçын ролĕ" номинацире Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче лартнă "Юратупа шỹтлемеççĕ" спектакльте Лариван рольне вылянă Александр Афанасьев çĕнтерчĕ. "Эпизодри чи лайăх роль" номинацире Пантьăк ял тăрăхĕнче лартнă "Хуняма" спектакльте Кулюк рольне вылянă Наталья Филиппова палăрчĕ.

Районти пултаруллă артистсене Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсем саламларĕç. Петр Садовников артист вара хĕрлĕчутайсене Ирина Садовниковапа Николай Булаткина манманшăн, вĕсен ячĕпе çулсеренех театр пултарулăхĕн фестивальне ирттернĕшĕн тав турĕ. Унтан вăл пухăннисене мăшăрне халалланă "Ирина" юрă юрласа пачĕ. "Çак юрра эпĕ çулталăкра пĕрре, Хĕрлĕ Чутай районне килсен, юрлатăп", - терĕ 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика