Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурăн сĕткенне юратсах ĕçеççĕ

29 июля 2015 г.

Райпо тытăмне кĕрекен "Янтарь" пĕрлешỹре куçа илĕртекен пĕр кĕтес пур, унта предприяти туса кăларакан продукци тĕслĕхĕсене пухса лартнă. Курав 17 тĕслĕ пылак шыв, 10 тĕслĕ сĕткен, 22 тĕрлĕ пахчаçимĕç тата 2 улма-çимĕç продукцийĕсенчен тăрать. Мĕн ятли çук пуль, ячĕсем хăйсемех кăчăк туртаççĕ...

23 çынтан тăракан коллектив кăçалхи çур çул хушшинче 4 миллиона яхăн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Вĕсен продукцине районти кашни лавккарах туянма май пур. Уйрăмах хурăн сĕткенĕ пирки калас килет. Ку сĕткене ватти- вĕтти юратсах ĕçет. Ăна пухас енĕпе ятарлă бригада çуркунне вăрманта ĕçлесе пурăннă. Çапла вара çурхи тапхăрта "Янтарь" пĕрлешỹ 11 тонна çурă хурăн сĕткенĕ хатĕрленĕ. Чутай сĕткенĕ кăçал Мускавра та палăрма ĕлкĕрнĕ, вăл Чăваш Республики тăратнă пахалăхлă та сывлăхăшăн усăллă апат-çимĕçсен куравĕнче пулнă. "Наци сывлăхĕ - Раççей аталанăвĕн никĕсĕ" форума хутшăнакансене хĕрлĕчутайсен сĕткене питĕ ки- лĕшнĕ. "Янтарь" пĕрлешỹре яланах ĕç вĕрет. Кулленех кунта тĕрлĕ пылак шывпа сĕткен кăлараççĕ. Çуллахи вăхăтра пахчаçимĕçпе те ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра хăяртан тем тĕрлĕ продукци ха- тĕрлеççĕ: тăварлаççĕ, салатсем тăваççĕ...

Раиса Еклакова ертсе пыракан туслă коллективра ĕç ăнса пырать. Кунта ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ, нумайăшĕн ĕç кĕнекинче пĕр йĕрке: "... пахчаçимĕç типĕтекен завода йышăннă" тенĕ. Çакă пĕрлешỹ ĕçченĕсем хăйсен ĕçне, предприятин ят-сумне нумай çул тивĕçлĕ шайра тытса вăй хуни пирки калать. 

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика