27 февраля 2013 г.
Хĕрлĕ Чутайри полици уйрăмĕ вутлă хĕç-пăшалпа, вăрçă хатĕрĕсемпе, сирпĕнекен япаласемпе тата хатĕрсемпе çыхăннă преступленисен профилактикине пысăк тимлĕх уйăрать. Анчах та оперативлă профилактика ĕçĕсене ирттерсех тăратпăр пулин те хăш-пĕр граждансем административлă саккуна пăснă тĕслĕхсем тĕл пулкалаççĕ. Ытларах хĕç-пăшала упрамалли условисене тата регистрацилемелли сроксене пăсаççĕ.
Палăртмалла, паянхи куна район территорийĕнче çаврăнăшра 400 единца ытла пăшал çÿрет. Анчах та халăхра регистрацилемен вутлă хăç-пăшал та пур. Сăмах май, 2012 çулта районта пурăнакансем 5 единица, кăçал çулталăк пуçланнăранпа 2 единица хĕç-пăшал хатĕрне хăйсен ирĕкĕпе тавăрса пачĕç. Граждансем хушшинче вутлă хĕç-пăшала тата вăрçă хатĕрĕсене çухатнă, вăрланă тата юрăхсăра кăларнă тĕслĕхсем пулман.
Районта пурăнакансене çакна аса илтеретпĕр: камăн килĕнче регистрацилемен пăшал пур, вĕсем ăна хăйсен ирĕкĕпе районти полици уйрăмне илсе килсе пама пултараççĕ. Вутлă хĕç-пăшал хатĕрĕсене хăйĕн ирĕкĕпе паракансене патшалăх укçа тÿлет.
2003 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнчи 162 номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вутлă хĕç-пăшала хăй ирĕкĕпе тавăрса паракан çынна, енчен те вăл преступлени туман пулсан, уголовлă явап тыттармаççĕ. Енчен те çынна тытса чарсан, е следстви ĕçĕсене ирттернĕ май хĕç-пăшала тупса тытса илсен, çакă пăшал хатĕрне хăй ирĕкĕпе тавăрса пани шутланмасть.
Источник: "Пирěн пурнăç"