Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула - çĕнĕ тĕллевсемпе

14 января 2015 г.

Пирĕнтен кашни Çĕнĕ çулта çĕннине, лайăххине, ыррине кĕтет. Паллах, лайăххипе пĕрлех куççульлĕ кунсем те пулаççĕ, кунтан тараймастăн. Ку - пурнăç тени мар-и? Малалла вара 2015 çулăн малтанхи кунĕсенчи пĕрремĕш пĕлтерĕшлĕрех пулăмĕсемпе паллашар.

1 ача çуралчĕ

Паянхи куна районта 1 ача çеç çуралчĕ-ха. Январĕн 12-мĕшĕнче Шĕмшеш ялĕнчи Ольга Ямброськинан виççĕмĕш ачи кун çути курчĕ. Йыш хушăннă ятпа Ямброськинсене саламлатпăр, телейлĕ кун-çул сунатпăр! 12-ĕн пурнăçран уйрăлчĕç Çуралма юлман пулсан эпир вилессинчен юлаймастпăр.

Çулталăк пуçламăшĕнчех эпир тата 12 çын сахаллантăмăр. Шел те, 2015 çулăн пĕрремĕш кунĕнче 1961 çулта çуралнă Урикасси ялĕнче пурăннă арçын пуçа тивтерсе вилнĕ.

Ача сачĕ тума пуçларĕç

Кăçал районта 160 вырăнлă ача сачĕ хута каяссине хаçат страницисенче пĕлтернĕччĕ. Паян вара çирĕппĕнех калама пулать: районта çĕнĕ йышши ача сачĕ уçăлать, ĕç контрактне алă пусса çирĕплетнĕ. Акă, Çĕнĕ çул умĕнех ача садне тăвас ĕçсен пĕрремĕш утăмĕсене куртăмăр: йывăçсене касрĕç. Паян вара ача сачĕ пулмалли вырăна хатĕрлес ĕç пырать.

Кив Атикассинче аптека уçăлчĕ

Кашни çулах районти потребкоопераци Çĕнĕ çула çĕнĕ пулăмсемпе кĕрет. 2014 çула вĕсем Чурпай ялĕнче çĕнĕ лавкка уçса кĕнĕччĕ. Кăçал вара январĕн 5-мĕшĕнче Кив Атикасси ялĕнче аптека уçăлчĕ. Аптекăна савăнăçлă лару-тăрура уçма вырăнти халăхпа пĕрле район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов хутшăнса хăю касрĕç.

Депутат парни

Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут Сурхури умĕн районти нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи, тă-лăх, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем пĕрле пуçтарăнса хитре чăрăш тавра пу-хăнса юрласа ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Вĕсене уяв асамлăхне туйма Хĕл Мучипе Юр Пике тата юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсем пулăшрĕç. Çавăн пекех кăçал ачасем тĕп хуламăрти Пукане театрĕн артисчĕсем лартса панă спектакле курса савăнчĕç. Çакă пĕтĕмпех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов тăрăшнипе пулчĕ. Савăнăçлă мероприятие Валерий Михайлович хăй те хутшăнчĕ, пухăннисене уявпа та саламларĕ. Çавăн пекех ачасем депутатран пылак парнене те тивĕçрĕç.

Алина ОРИНОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика