20 декабря 2014 г.
Фермер пулма çăмăл-и? Чи малтанах вăл çĕр ĕçне парăннă çын пулмалла, унра чăн-чăн хресчен юнĕ чупмалла. Фермер ĕçĕ _ йывăр ĕç, унăн канмалли кун çук, пĕр ĕç тапхăрĕ тепĕр тапхăра майĕпен куçса пырать. Кăтартăвĕсем пулсан та, фермер продукцийĕн кирлĕлĕхĕ тата хакĕ пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланнă май патшалăх çăмăллăхĕсемсĕр фермера уйрăмах йывăр. Вăл хăй туса илнĕ продукцие лайăх хакпа вырнаçтарма пултартăр. Вăт çавăн чух малалла кайĕ те.
Районта фермер ĕçне пуçаракансене хапăл тăваççĕ. "Ĕç пуçаракан фермерсене пулăшасси" тата "Çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарасси" программăсем пурнăçланнине тишкерес тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ нумаях пулмасть райадминистрацинче черетлĕ канашлăва. Унта иртнĕ çул патшалăхран грант пулăшăвне тивĕçнĕ фермерсем, тин çеç ĕçе пуçăннă "пĕрремĕш чĕкеçсем", çавăн пекех çỹлерех асăннă программăсене хутшăнма кăмăл тăвакансем пухăннă. Вĕсене "Агро _ Инноваци" хысна предприятин представителĕсем документсем хатĕрлес енĕпе консультаци пулăшăвĕ панă. Ларăва ертсе пыракансем фермер хуçалăхĕсене пулăшассине вăйлатасси пирки каланă. Тĕрĕсех ĕнтĕ, фермер паян, ял хуçалăхĕ пекех, патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанаймасть. Вĕсен татса памалли ыйтăвĕсем те яланах пулнă та, пулаççĕ те. Чылайăшĕ фермер ĕçне пуçламăш капиталсăр, производствăри тĕп хатĕрсемсĕр уçать. Пĕрремĕш утăмсене нульрен пуçлать тесен те тĕрĕс. Çавăнпах райадминистрацие укçапа, техникăпа, вăрлăхпа тивĕçтермешкĕн пулăшу ыйтма васкать. Фермерсенчен хăшĕсем, сăмахран, кредитпа илнĕ техникăшăн уйăхсеренех укçа тỹлесе тăраççĕ. "Тỹлемелли вăхăт çитсех пынăран сывлăш çавăрса илме питĕ йывăр", _ теççĕ.
Паянхи кун районта 11 хресченпе фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕ. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 157 пуç мăйракаллă шултра выльăх, пĕлтĕрхинчен 66 пуç ытларах, усраççĕ. Фермерсем асăннă тапхăр тĕлне 3,37 тонна аш-какай тата 212 тонна сĕт туса илнĕ.
Фермерсем лайăх ăнланаççĕ: пахча çимĕç, тыр-пул ỹстерсе илнипе аталанса пыма йывăртарах, хыснана куллен кĕрекен чĕрĕ укçа кирлĕ. Çакна шута илсех фермерсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Аш-какай, сĕт сутса укçа тăваççĕ. Чылай фермер хуçалăхĕнче фермер хăех зоотехник та, дояр та, выльăх пăхакан та, механизатор та, ертỹçĕ те. Çакă та укçа тăкаклассинчен хăтăлма, тупăшлăрах ĕçлеме пулăшать-тĕр. 2015 çулта ХФХ юхăмне аталантарма федераци хыснинчен 39 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Çак укçапа ĕçе тытăнакан 53 фермера хавхалантарĕç. Вĕсен йышĕнче, тен, хĕрлĕчутайсем те пулĕç.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"