Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕсене - çăмăллăхсем

29 ноября 2014 г.

Амăшĕсемпе ачисене патшалăх пулăшасси çулран-çул анлăланать. Çапла, çĕнĕ пенси саккунĕсемпе ачасене çулталăк çурă пăхнă тапхăра пенси шутланă чухне страхлав стажне 4,5 çул таран кĕртеççĕ, 2015 çултан _ 6 çул таран. Кунсăр пуçне амăшĕсем ку тапхăршăн çулталăкри уйрăм пенси коэффициенчĕсене тивĕçеççĕ. Вĕсен виçи кашни хыççăнхи ачашăн ỹсет, иккĕмĕш ачашăн _ 2 хут, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕшĕн _ 3 хут. Тĕслĕхрен, тăватă ача çуратса вĕсене çулталăк çурăччен пурĕ 6 çул пăхсан, амăшĕ 24 коэффициента тивĕçет, çакă 28 пин тенкĕлĕх ĕç укçипе танлашать. Çавăн пекех нумай ачаллă тата çурçĕр регионĕсенче ĕçлесе пурăннă амăшĕсене 50 çултах тивĕçлĕ канăва кăларасси те сыхланса юлнă. Чăваш Республикинче кун пек пенсие 8 çулччен пилĕк е ытларах ача çуратса ỹстернĕ 17 пин ытла амăшĕ илсе тăрать, çав шутра пирĕн районта _ 501 амăшĕ. Инçет Çурçĕр районĕсенче 12 уйăхран сахал мар е вĕсемпе танлаштарнă вырăнсенче 17 уйăхран сахал мар ĕçленĕ икĕ е ытларах ачаллă ик çĕре яхăн хĕрарăм 50 çултах тивĕçлĕ канăва тухнă. Пирĕн районта кун пек 3 амăшĕ пур. РФ Президенчĕн Указĕпе 2013 çултанпа ĕçлемен, анчах та инвалид ачана е çуралнăранпах I ушкăн инвалидне пăхакан амăшĕсен уйăхсерен илекен укçа тỹлевне 1200 тенкĕрен 5500 тенкĕ таран ỹстернĕ. Чăваш Енре компенсаци тỹлевне 2,9 пин амăшĕ е опекун илсе тăрать, районта _ 110-ăн. 2007 çултанпа амăшĕн капиталне республикăра 56 пин çемье тивĕçнĕ пулсан, хĕрлĕчутайсем 718 сертификат илнĕ. Районти 454 çемье (республикипе _ 32 пин ытла) хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма ĕлкĕрнĕ.

Алина ЕЖЕЕВА, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика