03 декабря 2014 г.
Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пайăр сăпатсен пурлăх налукне çĕнĕ йĕркепе шутласа парĕç тата тỹлеттерĕç. РФ Налук кодексне тỹрлетỹсем кĕртнĕ пирки пайăр сăпатсен пурлăх налукне унăн кадастр тата инвентаризаци хакне пăхса улăштарĕç. 50 тăваткал метртан пысăк мар пурăнмалли çуртсен (вăл шутра туса çитерменнисем те), гаражсен, хуçалăхри ытти хуралтăсен налук ставки 0,1 процентпа танлашĕ. Унсăр пуçне вырăнти влаçсем ăна нуль таран пĕчĕклетме е виçĕ хутчен (унтан ытла хăпартма ирĕк çук) пысăклатма пултараççĕ. Налук ставкисене пайлама (дифференциацилеме) ирĕк пур. Çакă объект ăçта вырнаçнинчен, унăн кадастр хакĕнчен, тĕсĕнчен килет. Улшăнусем çăмăллăхсене сыхласа хăвараççĕ. Анчах та çăмăллăхсемпе кашни категорири пĕр объект тĕлĕшпе кăна (хваттер, çурт, гараж) усă курма юрать. Пĕр категорире икĕ е ытларах объект шутланса тăрать-тăк налук тỹлекен гражданин хăшĕнпе çăмăллăхсем илме хатĕррине тивĕçлĕ органсене пĕлтерме кирлĕ. Кун пек тумасан объекта налук служби хăех палăртать. Çăмăллăхсемсĕр пуçне налук хуман метрсем (вычеты) пур. Хваттер тĕлĕшпе унăн виçи 20 тăваткал метрпа танлашать, пỹлĕмĕн _ 10 тăваткал метр, пурăнмалли çуртăн _ 50 тăваткал метр. Вырăнти влаçсен кăтартнă налук хывăнман метрсен виçине пысăклатма ирĕк пур. Çавăн пекех саккунпа нумай хваттерлĕ çуртăн пĕтĕмĕшле тытăмне кĕрекен çĕр лаптăкĕсемшĕн те налук тỹлеттермеççĕ. Асăннă саккун 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.