Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сталинград патĕнче çĕнтернĕренпе – 70 çул

02 февраля 2013 г.

Паян пирĕн çĕр-шывра Сталинград патĕнчи çапăçура нимĕç фашисчĕсене аркатнăранпа 70 çул çитнине паллă тăваççĕ. Сталинграда паттăрла хÿтĕленĕ 200 кун историе чи юнлă та хаяр кунсем пек çырăнса юлнă – хулашăн пынă çапăçусенче 700 пин ытла совет салтакĕпе офицерĕн пурнăçĕ татăлнă.

Халĕ пирĕн республикăра Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă 73 ветеран пурăнать. Районтан та çав юнлă çапăçăва чылайăн хутшăннă, паянхи куна вара Сталинграда хÿтĕленисенчен Ваçкаçырми ялĕнчи Петр Мокшин çеç пурăнать.

Петр Филиппович 1921 çулта Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă. 1940 çулта унăн салтак ячĕ тухнă. Хĕвел анăç Украинăра, пограничниксен çарĕнче службăра тăнă чăваш каччи. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен вара вăл Украина фронтĕнче çапăçма пуçлать. Киев патĕнчи çапăçусенче аманать. Икĕ уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех строя тăрать, Сталинграда хÿтĕленĕ çĕре те хутшăнать.

Петр Мокшин Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе Берлина çитнĕ, ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе, "Хăюлăхшăн", "Сталинграда хÿтĕленĕшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн" медальсемпе наградăланă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика