Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсипе тивĕçтересси

19 января 2013 г.

Çĕнĕ çулта пенси саккунĕсене те улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсене пурне те патшалăх пулăшăвне илсе тăракансен е пулас пенсионерсен пурнăçне хăтлăрах, меллĕрех тăвас тĕллевпе йышăннă.

Социаллă тÿлевсем ÿсрĕç

Ĕçлемен пенсионерсене паракан федерацин социаллă хушма тÿлевĕн виçине 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен хăпартнă. Çакă Чăваш Республикинче пенсионера кăçал пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 5121 тенке çитернипе çыхăннă.

Патшалăх пулăшăвне асăннă суммăран сахалрах тупăшлă ĕçлемен пенсионерсем тивĕçеççĕ. Çав шута пенси, федерацин тата регионăн уйăхри укçа тÿлевĕсем, телефон, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу çăмăллăхĕсен компенсацийĕ кĕреççĕ. Социаллă хушма тÿлев сумми пенсионер тупăшĕпе пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе хушшинчи уйрăмлăхпа танлашать.

Январĕн 1-мĕшĕнчен патшалăхăн хушма тÿлевне 26 пин пенсионерăнне пăхса тухнă.

«Телей çырăвĕсем»

Çĕнĕлĕхсенчен пĕри пирĕн граждансем çуллен илсе тăракан "телей çырăвĕсемпе" çыхăннă. Малашне вĕсене çынсем патне ямĕç, урăхла каласан – харпăр хăйĕн счече пирки хыпарлассине пăрахăçланă. Ку кăтартусене халĕ Пенси фончĕн органĕсем гражданин ыйтнипе ăна меллĕ майпа – электрон почтипе, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ, почта урлă е ытти мелпе – çулталăкра пĕр хут, çын заявлени çырнăранпа 10 кун иртиччен, тÿлевсĕр çитерме тивĕç.

Ĕç пенсийĕсене хăпартаççĕ

2013 çулта ĕç пенсийĕсем икĕ хутчен – февральте тата апрельте – ÿсĕç. Февралĕн 1-мĕшĕнчен малтанласа палăртса хунă тăрăх пенси 6,5-7 процент ÿсĕ, апрелĕн 1-мĕшĕнчен – 3 процент ытла. Паллах, пенси хăпарасси инфляци виçинчен килет. Апрельтех çăмăллăхсемпе усă куракансен уйăхсерен паракан укçа виçине (ЕДВ) 5,5 процент чухлĕ индексацилĕç. Çапла вара кăçал ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи 10313 тенкĕпе танлашĕ, социаллă пенси – 6169 тенкĕпе.

Уйăхсерен – 1026 тенкĕ

Ĕç ветеранĕсене уйăхсерен тÿлекен укçа виçи халĕ 1026 тенкĕпе танлашать. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ĕç ветеранĕсене пĕлтĕрхи июль уйăхĕнчен пуçласа çак укçа виçине çĕнĕлле шутласа панă.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика