Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç

23 января 2013 г.

Январĕн 19-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем Кăшарни уявне халалланă "Хĕл – 2013" массăллă ăмăртăва хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен, тĕрлĕ организацисемпе предприятисен спортсменĕсемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканĕсем Ишеккасси çывăхĕнчи вăрмана пухăнчĕç, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса старта тухрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансем çулĕсене кура 1,5 тата 3 километрлă дистанцисене парăнтарчĕç.

Арçынсем хушшинче финиша пĕрремĕш çаксем çитрĕç:

- 19-29 çулхисенчен – Александр Горшков (Тралькасси ял тăрăхĕ);

- 40-49 çулхисенчен – Владимир Михуткин ("Ростелеком" УАО-н районти çыхăну узелĕ);

- 50-59 çулхисенчен – Владимир Элеменкин ("Хастар" ФСК);

- 60 çултан аслăраххисенчен – Валентин Харитонов (Хусанушкăнь ял тăрăхĕ).

Хĕрарăмсем хушшинче малти вырăна çаксем тухма пултарчĕç:

- 19-29 çулхисенчен – Лариса Кандейкина (Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕ);

- 30-39 çулхисенчен – Алина Трифонова (Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница);

- 40-49 çулхисенчен – Алевтина Дадюкова (райадминистраци);

- 50-59 çулхисенчен – Римма Вазякова (Пантьăк ял тăрăхĕ);

- 60 çултан аслăраххисенчен Людмила Михуткина ("Хастар" ФСК).

Ăмăрту çĕнтерÿçисем тата призерĕсем пурте район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Çанталăк лайăх тата йĕлтĕр йĕрĕ аван пулнăран спортсменсем уявпа кăмăллă юлчĕç.


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика