22 января 2014 г.
Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче январĕн 17-мĕшĕнче Культура çулталăкне официаллă майпа уçнă. Савăнăçлă мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, чăваш халăхĕн культура еткерлĕхĕ хăйне евĕрлĕ пулни çинчен каланă, культурăна тăтăшах ÿстермеллине палăртнă.
Малалла Михаил Игнатьев чи лайăх культура ĕçченĕсене патшалăх наградисем парса чысланă, вĕсен шутĕнче районти "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕн директорĕ, юрăç, поэт, композитор Зоя Спиридонова та пур, вăл "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Палăртмалла, Культура çулталăкне официаллă майпа уçнă мероприятие район делегацийĕ те хутшăннă, вĕсем сумлă куравпа уяв концертне пăхса савăннă.
Источник: "Пирěн пурнăç"