Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăвасене тасалăхра тытни сăваплă

27 ноября 2013 г.

Пирĕнтен кашнийĕнех масарсенче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă тăван-пĕтенсен вил тăприйĕсем пур. Вĕсене таса, тирпейлĕ тытасси пирĕн тивĕç пулмалла. Çакăнтан ытла вилнĕ çынсемшĕн мĕнле сăваплă ĕç тума пултарăпăр? Шел те, паянхи пурнăç юхăмĕнче тăвансен вил тăприйĕ çине тăтăшах кайса çÿреме вăхăт тупаймастпăр – çакă пирĕн айăп. Çавна пула паян районти масарсенчен чылайăшне кĕрсе тухма çук, мĕншĕн тесен вĕсенче вăрман, чăтлăх пулса кайнă, çÿп-çап, тасамарлăх вара чуна ыраттарать. Юлашки çулсенче çăвасене тирпей-илем кÿрес енĕпе атнарсем ырă тĕслĕх кăтартрĕç, вĕсенчен туктамăшсем юлмарĕç...

Нумаях пулмасть Ачкасси ял тăрăхне кĕрекен Серенкассинче пурăнакан пуçаруллă çынсем те ял çăви пирки ыйту çĕклерĕç. Çăва тулса çитни, унти тасамарлăх, вил тăприсене йывăç-тĕм пусса илни ял çыннисене тахçанах хумхантарнă. Анчах ĕçе вырăнтан тапратса яма çăмăлах мар иккен. Çапах Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ палăртнă кунсенче Серенкасси çăви çинче субботник йĕркелерĕ. Администрацинче вăй хуракансем ял çыннисене хăйсем ĕçлесе тĕслĕх кăтартрĕç. Çапла ик эрнене яхăн Серенкасси, Калкасси, Ачкасси ялĕсенче пурăнакансем кĕркуннехи ерçÿллĕ кунсемпе усă курса çăвана тирпейлеме тухрĕç. Хăш-пĕр кунсенче 40-50 яхăн çын ĕçлерĕ. Вăй питти арçынсем электро-тата бензо-пăчкăсемпе пĕлĕте кармашакан пысăк йывăçсене, сарăлса, хунавланса кайнă тĕмсене касса татрĕç. Хĕрарăмсем вара туратсене, çÿп-çапа пухса çунтарчĕç, тирпейлерĕç. Унсăр пуçне кивĕ çăва территорийĕ çумне хушса панă çĕр участокĕ тавра тимĕр карта тытса тухрĕç. Халăхпа сурсан кÿлĕ пулать тени тĕрĕсех.

Иртнĕ канмалли кунсенче хăйсен ял çăви çинче ваçкаçырмисем тăрăшса ĕçлерĕç. Ял çынни йывăç-тĕме касса хăртас, çÿп-çапа тасатас ĕçе кĕркунне йĕркеленине питĕ вырăнлă тесе шутлать, халăх субботнике активлă хутшăннине шăпах кил хуçалăхĕнчи ĕçсене вĕçленипе çыхăнтарать. Ытти ял тăрăхĕсенче çăва тирпейлес ыйтупа çу çитсен, çĕр ĕçĕ тапрансан çеç вăранаççĕ пулас...

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика