Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурлăха вут-çулăмран сыхлăр!

18 августа 2013 г.

Пушар çын пурнăçĕпе пурлăхĕ умне хăрушлăх кăларса тăратать, вут-çулăмпа çын кун-çулĕ татăлма, унăн ĕмĕр тăршшĕпе пухнă пурлăх пĕтĕмпех пĕтме пултарать.

Кăçалхи даннăйсем çапларах,13-мĕш август тĕлне районта 21 пушар тухнине регистрацилерĕмĕр. Пĕтĕмĕшле тăкакăн сумми 950 пин тенкĕпе танлашать. Вут-çулăмра икĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Вут алхаснин сăлтавĕ – йăлари электричество хатĕрĕсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни.

Çапла, августăн 6-мĕшĕнче 18 сехет те 15 минутра Штанаш салинче пурăнакан А.В.Андреев кил хуçалăхĕнче сарай çунма пуçланă. Пушар чаçĕн ĕçченĕсем вырăна çитсе вут-çулăмпа кĕрешнĕ пулин те пĕренерен тунă сарай тĕппипех çунса кайнă. Кил хуçисен кирпĕч çурчĕн çи виттийĕ юрăхсăра тухнă, пурăнман йывăç çуртăн çи виттине вара вут-çулăмран сыхласа хăварайман.

Çапла пулса ан тухтăр тесен ансат правилăсене кăна пăхăнмалла: электричество сечĕсене ытлашши тиев тивесрен сыхламалла, кивĕ, юрăхсăра тухнă электропралуксене вăхăтра улăштармалла, яланах юсавлă электричество хатĕрĕсемпе усă курмалла, çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла.

А.ЯРАБАЕВ, аслă инспектор.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика