14 сентября 2013 г.
Официаллă статистика çапла калать: çулсерен пирĕн çĕр-шывра машин урапи айне 500 ытла ача лекет. Кăçалхи сакăр уйăх хушшинче республикăра ачасем хутшăннипе çул-йĕр çинче 183 пăтăрмах пулнине регистрациленĕ (5 ача вилнĕ, 193-шĕ суранланнă), çак пĕлтĕрхинчен 8,9 процент ытларах. Район территорийĕнче кăçал çул-йĕр çинчи аварире пĕр ача аманнине шута илтĕмĕр.
Ачасемпе çыхăннă пăтăрмахсем ытларах кĕркунне, ачасем çуллахи кануран таврăннă вăхăтра, ÿсеççĕ. Çавăнпа, ачасене çул çинче хăйсене тытма хăнăхтарас, транспорт çÿренĕ çĕрте çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине аса илтерес тесе, кăçалхи августăн 27-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 7-мĕшĕччен республика территорийĕнче "Асăрханăр, ачасем!" тĕллевлĕ профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Асăннă мероприяти вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем 16 çул тултарнă виçĕ ачана мопедсемпе çÿренĕ чух çул-йĕр правилисене пăснăшăн административлă явап тыттарнă. Ачисене валли мопедсем туяннă чух ашшĕ-амăшĕн те яваплăх, çакă хăрушă пулăм патне илсе çитерме пултарни çинчен манмалла мар. Мопедпа çÿрекен чылай ача çул-йĕр правилисене пĕлмесĕрех çула тухать, унсăр пуçне, ытларах чухне ку транспортпа 16 çул тултарманнисем те çÿреççĕ.
Çемьене инкек килсе ан кĕтĕр тесен ашшĕ-амăшĕн 16 çул тултарман ачисене мопедсемпе çула тухма ирĕк памалла мар. Мопедпа çÿрекен, çуран утакан ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентмелле, хăйсене çул-йĕр çинче тĕрĕс тытма хăнăхтармалла.
А.МАЙОРОВ, çул-йĕр хăрушсăрлăх службин аслă инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"