Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лесник ятне ĕмĕрлĕхе хăварнă

18 сентября 2013 г.

Вăрман ĕçченĕсен кунĕ умĕн, сентябрĕн 14-мĕшĕнче, Ачкасси ял тăрăхĕнчи аллейăна савăнăçлă лару-тăрура Михаил Илларионович Замуткин лесник ятне панă. Илемлĕ палăк-юпана Валентин Харитонов ăстаçă касса кăларнă.

Уява Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ лесовочĕ Валерий Савинкин, Пантьăк лесничествин лесничийĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ Леонид Краснов, ытти хăнасем çитнĕ. Ял çыннисем, Михаил Замуткинăн çывăх тăванĕсем историе çырăнса юлнă паллă пулăма хăйсен куçĕсемпе курма пултарнă.

Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Валериевич Герасимов палăртнă тăрăх, вăрман хуçалăхĕнче яланах хăйсен ĕçне юратакан çынсем вăй хунă, вăй хураççĕ те. Вĕсен пархатарлă ĕçне халăх нихăçан та манмĕ, асра тытĕ.

Çавăн пекех уявра хăнасем Михаил Илларионович Замуткинăн диктофон çине çырăнса юлнă сассине илтме пултарнă. Ăна унăн мăнукĕ Михаил çырса юлнă.

Серенкассипе Ачкасси ялĕсене çыхăнтаракан аллейăра çитес вăхăтра спорт ăмăртăвĕсем те ирттерме планлаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма кăмăллакансем, спортсменсем ку шухăшпа килĕшнĕ.

Мероприятире вăрман хуçалăх ветеранĕн тăванĕсем палăк-юпа лартас ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Игорь Герасимова тата Валентин Харитонов ăстаçăна тав сăмахĕ каланă. Вырăнти культура ĕçченĕсен Николай Пономарев ертсе пыракан пултарулăх коллективĕ хăнасемпе ял çыннисене концертпа савăнтарнă.

А.Владимирова.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика