Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăмăн алли вăрăм

20 октября 2012 г.

Вут-çулăмпа, хутса ăшăтмалли япаласемпе, пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни инкек патне илсе çитерет. Çак сăлтавсене пулах октябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне районта 30 пушар пулнине регистрацилерĕмĕр. Вĕсенчен 28-шĕ – граждансен хуçалăхĕнче, 2-шĕ урăх объектсенче. "Хĕрлĕ автан" пурĕ 1 миллион та 725 пин тенкĕлĕх пурлăха тĕп тунă. Вут-çулăмра 1 çын пурнăçĕ татăлнă, 2 выльăх çунса кайнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 24 пушар пулнă, тăкакĕ 1 миллион та 429 пин тенкĕпе танлашнă, 6 çын вилнĕ. Ял тăрăхĕсемпе пăхсан: Атнар ял тăрăхĕнче – 6 (пĕлтĕр 3), Кив Атикасси – 5 (1), Хĕрлĕ Чутай (6), Пантьăк (7), Ачкасси (2), Хусанушкăнь (1) ял тăрăхĕсенче 4 хутчен вут алхаснă. Мăн Этмен ял тăрăхĕнче – 2 (1), Тралькасси – 1 (0) пушар пулнă, Штанаш ял тăрăхĕнче пĕлтĕр те, кăçал та "хĕрлĕ автан" ялкăшман. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 15 çуртран кĕл кăна юлнă, кăçал – 25. Кăçал техника çунса кайнă пĕр тĕслĕх те пур.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика