Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хастар» пире хастар пулма чĕнет!

29 августа 2012 г.

Эрне кун, августăн 24-мĕшĕнче, республикăри 24-мĕш физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Вăл – пирĕн районти "Хастар" спорт керменĕ.

Физкультурăпа спорт комплексне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, XXVI çуллахи Олимп вăййисен чемпионки, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, пирĕн районта çуралса ÿснĕ, XXVI çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă Елена Грузинова, район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç. Республикăри хаçат-журналсемпе телевидени журналисчĕсемпе ытти хаклă хăнасем те йышлă килнĕ.

Чăн-чăн спорт керменĕ!

Чи малтанах çакна палăртас килет: спорткомплекса уçнă çĕре килсе çитнĕ хăнасене кĕтсе илес, ташă-юрă, спорт хăнăхтарăвĕсен композицийĕсене лартас енĕпе уява йĕркелекенсем аван хатĕрленнĕ. Урăхларах пулма та пултарайман, ара, çак куна пурте тахçантанпа чунтан кĕтрĕмĕр те! Пухăннисене пурне те, уйрăмах район çыннисене, пирĕнни евĕр чаплă та илемлĕ спорт комплексĕ республикипе те çук пек туйăнчĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен ăна тума чылай вăй хума тивнĕ, чылайăшĕ çакăншăн чун ăшшине шеллемен.

Парнесем чылай пулчĕç

– Сирĕн районта паян чăн-чăн спорт керменĕ уçăлать, – терĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннă район çыннисене чылайранпа кĕтнĕ пулăмпа саламланă май. – Спорт комплексне çÿрекенсен шучĕ йышлă пуласса, сирĕн хушăра çĕнĕ спорт çитĕнĕвĕсем тăвакансем – тен, Олимп вăййисен чемпионĕсем те – пуласса шанатăп.

Спорткомплекс директорне Вячеслав Дадюкова "Газель" автомобиль уççине парнеленĕ май вара Михаил Васильевич çапла каларĕ: "Сирĕн спортсменсен тĕрлĕ ăмăртусене ытларах тухса çÿресе вĕсенчен çĕнтерÿпе таврăнмалла пултăр".

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов та пуш алăпа килмен: Николай Владимирович спорт инвентарĕ туянма 30 пинлĕх сертификат парнелерĕ, Валерий Михайлович – холодильник.

Пăлхануллă самантсем

Объекта тăвакан "ПМК "Водоснабжение" ТЯО-н генеральнăй директорĕ Валерий Павлов ФСК директорне Вячеслав Дадюкова спорт комплексĕн символлă çăра уççине парнелесе саламларĕ.

Спорт комплексĕн алăкĕ умĕнчи хĕрлĕ хăйăва касса шала кĕнĕ самант Республика Пуçлăхĕ пуласлăхри çĕнĕ çитĕнÿсем ытларах çамрăк ăруран килнине шаннине çирĕплетрĕ. Хăйĕнпе пĕрле хăю касма Михаил Васильевич халăх хушшинчен арçын ачапа хĕр ачана чĕнсе кăларчĕ. Каламасăрах паллă, ачасем хăйсене шанса панă тивĕçе савăнсах пурнăçларĕç тата çак пулăмпа питĕ кăмăллă юлчĕç.

"Чи юратнă кану вырăнĕ пулмалла!"

Спорт керменĕпе паллашнă май Михаил Игнатьев спортзалпа бассейна, кĕрешÿпе аэробика занятийĕсем ирттермелли пÿлĕмсене кăна мар, хушма пулăшупа тивĕçтерекен ытти пÿлĕмсене те кĕрсе тухма ÿркенмерĕ. Çиелтен пăхсан куçа тÿрех курăнман кăлтăксене çине тăрсах пĕтермеллине асăрхаттарчĕ.

Спорт комплексне урам енчен пăхса çаврăннă май кунта тирпей-илемпе хăтлăх кÿрес енĕпе çине тăрсах ĕçлемеллине палăртрĕ Михаил Васильевич: «Сирĕн кунта районти халăхăн чи юратнă кану вырăнне тăвас тесе тăрăшмалла. Çынсем спортпа та туслашчăр, уçăлса та çÿреччĕр. Тепĕр майлă каласан, кунта Хĕрлĕ Чутай Арбачĕ пулмалла!»

Чăннипех те çапла пуласса шанма пулать – çитес вăхăтрах кунта урамра та спорт тренажерĕсене лартма, хĕлле вара хоккейла вылямалли вырăн хатĕрлеме палăртаççĕ.

Ăнăçу чăтăмлисен аллинче

Пĕтĕмĕшле илсен вара илемлĕ те ирĕк, çутă комплексра спортпа туслашас, сывлăха çирĕплетес текенсем валли майсем туллиех. Пĕр харăсах 112 çынна йышăнма пултаракан керменте нумай функциллĕ спортзал та (кунта сумлă хăнасем спортпа хореографи композицийĕсене пăхса савăнчĕç), 25 метр тăршшĕ бассейн та (кунта ишекенсене те чылайччен пăхса киленчĕç) пур. Кунтах хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем, душ, туалет... Унсăр пуçне кĕрешме юратакансем тата аэробикăпа туслисем, теннисла выляс текенсем валли хăтлă уйрăм залсем пур.

Пĕр сăмахпа каласан, ÿркенмелле мар район çыннисен, спортпа туслашма вăхăт тупмалла. ФСК таврана илем кÿрсе ларакан çурт кăна ан пултăр тесен унта районта пурăнакансен хаваслă та шавлă сассисем ан татăлччăр, вăй-хал культурипе спорт пурне те кăмăл-туйăм хастарлăхĕ, чун киленĕвĕ парнелетĕр.

Çамрăк спортсменсене вара çапла калас килет: çитĕнÿпе ăсталăх хăйсем тĕллĕн килмеççĕ, вĕсемшĕн нумай тар юхтармалла, çине тăрса ĕçлемелле. Ăнăçу чăтăмлисен аллинче. Çак тĕллевпе спорткомплекс паракан майсемпе туллин усă курăр.

Пирĕн районта спорт комплексĕ уçăлни республикăри районсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем тăвас ĕç вĕçленнине пĕлтерет. М.Игнатьев палăртнă тăрăх, малалла спорт комплексĕсене Шупашкарта та тума пуçлĕç.

Спорт комплекс ячĕ пирки

"Хастар" сăмахăн пĕлтерĕшне пĕлсех кайманнисем те пур пулĕ пирĕн хушăра, çавăнпа та çак сăмах вырăсла мĕнле куçнине ăнлантарса парасшăн: старательный, трудолюбивый, усердный, энергичный, активный, отважный, смелый, решительный, задорный, лихой, удалой... Куратăр пулĕ, пĕр сăмахра мĕн чухлĕ пĕлтерĕш, тата пурне те спортпа çыхăнтарма пулать! Апла пулсан питĕ тĕрĕс ят панă районти спорт комплексне, куншăн ФСК ячĕн авторне Александр Николаевич Самсонова мухтамалла кăна.

Мĕнех, пирĕн, чутайсен, чăваш поэчĕн Çеçпĕл Мишшин сăмахĕсене: "Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕр-шывăн хастар ачисем...", – тенине тĕпе хурса халĕ хастаррăн малалла кăна талпăнмалла, спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тумалла. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та уява пухăннисене саламланă май хĕрлĕчутайсене яланах хастар та хăюллă тесе каланине, вĕсем çак пĕлтерĕше малалла та çухатмасса шаннине палăртрĕ.

 

 

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика