Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунар сезонĕ уçăлать

17 октября 2012 г.

Мамăк тирлĕ чĕр чунсене тытмалли вăхăт çывхарать. Çитес сунар сезонĕ ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта пирĕн тăрăхра мулкач, тилĕ, пакша, енот, сăсар (лицензипе) тата пăсара тытма юрать. Мулкачсене вара декабрĕн 31-мĕшĕччен кăна тытма ирĕк панă. Путевкăсем илнĕ чухне обществăн членĕсем хăйсене панă çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Çавăнпа та взнос укçине вăхăтра тÿлемелле. Сунар хуçалăхĕнче тÿлевсĕр ĕçленине билет çине паллă туса пичет пусса çирĕплетни пулмалла. Çавна шута илсе путевка хакĕ 250 тенкĕпе танлашĕ е тата тÿлевсĕр те пулма пултарĕ. Тÿлевсĕр ĕçленине хак хума ятарласа кăларнă таблица пур. Çав таблицăра кăтартнă тăрăх, 1 кашкăр тытни 15 кун ĕçленипе танлашать. Унсăрăн пуçне сунарçă тÿлевсĕр путевкăна тивĕçет. Таблицăна пăхăнса ĕçлекенсене путевка хакне йÿнетсе параççĕ. Путевка илнĕ чухне паспорт, полици панă килĕшÿÿ, член пулнине çирĕплетекен тата Раççей билечĕсем кирлĕ.

Халĕ кăштах сунара йытăсемпе тухмалли йĕркене пĕлтересшĕн. Кашни çулах сунар йыттисене обществăн председателĕ патĕнче регистрацилемелле. Вĕсен паспорчĕсем çук пулсан çĕнĕрен илмелле. Унсăр пуçне ветеринар патĕнче прививка тунине çирĕплетекен хучĕ çинче пичет палли пулмалла.

Хăрушсăрлăх правилисене те пăхăнмалла. Пур сунарçăн та ял çывăхне çитиччен (800 метр) патронсене кĕпçерен кăларса чехола хумалла. Пăшала çынна та пама юрамасть. Ял хушшинче те пăшалпа пемелле мар. Авăрланă патрон экстраторпа тухмасан пăшала хупса пемелле, ун хыççăн вăл кĕпçерен çăмăллăнах тухать. Тискер кайăка куçпа курсан çеç ним хăрамасăрах пеме юрать. Пăшал кĕпçинчен тухнă пуля 1000 метртан, картеч 600 метра çитиччен, чĕтĕрĕ 300 метр таран хăрушлăх кăларса тăрать.

Путевкăсене октябрĕн 23-мĕшĕнчен параççĕ. Сунар сезонĕ пĕтсен путевкăсемпе лицензисене вунă кун хушшинче тавăрса памалла.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429049, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Акчикасы, ул. Васюкова, д. 49 А
Телефон: 8(83551) 2-22-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика