24 марта 2012 г.
Хисеплĕ вулаканăм! Кăçал Культура ĕçченĕн кунне эпир 5-мĕш хут кĕтсе илетпĕр. Сире пурне те çак уявпа чун-чĕререн саламлатăп. Мĕншĕн тесен эсир, хаклă вулаканăм, енчен те район хаçатне çырăнса илетĕр, ытти культура пулăмĕсене хутшăнатăр пулсан, çак уяв, ман шутпа, сирĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ. 5 çул, паллах, пысăк юбилей мар. Çапах та сирĕнпе пĕрле хăйне майлă пĕтĕмлетÿ тумашкăн вăхăт çителĕклĕ.
Пĕрремĕшĕ – Хĕрлĕ Чутай районĕн "Культура: 2011-2020 çулсенче" программине депутатсем ырлани. Çак программăра культура отраслĕ çитес 10 çуллăхра мĕнле аталанса пымаллине тĕплĕн çырса кăтартнă. Тата, çакна та палăртса хăвармалла, пахалăхĕ енчен программа малтанхисенчен илĕртÿллĕрех.
Иккĕмĕшĕ – Сĕнтĕкçырми ял клубĕ тĕслĕхлĕ ята тивĕçни. Унччен маларах ку ята культурăпа кану центрĕ тата Атнар ял клубĕ тивĕçнĕччĕ. Пирĕн малашнехи тĕллев – пур ял тăрăхĕнчи тĕп клубсен тĕслĕх ята илесси.
Виççĕмĕшĕ – кăçалтан пуçласа районта тата 10 культура бюджет учрежденийĕ ĕçлеме пуçларĕ, паянхи куна вĕсен шучĕ – 12. Унччен икĕ бюджет учрежденийĕ йĕркелесеччĕ: район тĕп библиотеки тата район халăх музейĕ. Çакна та хушса калас килет, халĕ краеведени халăх музейĕ Валерьян Толстов-Атнарский ячĕпе хисепленсе тăрать. Музей ятне Чутай ăсчахне пани питех те тĕрĕс тата вырăнлă. Ял тăрăхĕсенчи тĕп клубсен статусне улăштарса культура бюджет учрежденийĕ туса хутăмăр. Çак ĕç, паллах, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленипе пулчĕ. Мĕн-ха вăл культура бюджет учрежденийĕ; Чи пахи вăл – ял тăрăхĕнчи тĕп клубсем хăйсен статусне хăпартни (вырăсла каласан – статус юридического лица). Вĕсен хăйсен бюджет, çавăнпа учреждени ертÿçисен мĕнлерех укçа ĕçлесе илме майсем тупмаллине е тăкакламаллине ытларах хăйсен шутламалла.
Тăваттăмĕшĕ – 2011-мĕш çулта культура ĕçченĕсен ĕç укçи республика правительстви пулăшнипе 6,5 процент таран икĕ хутчен июнĕн 1-мĕшĕнче тата октябрĕн 1-мĕшĕнче ÿсни. Республика Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев хушăвĕпе культура ĕçченĕсен шалăвĕ кăçалтан тата 15 процент ÿсрĕ.
Культура отраслĕнче паянхи куна 138 çын тăрăшать, вăл шутра 91 специалист. Специалистсенчен 9,5 проценчĕ – 30 çула çитменнисем, 75,3 проценчĕ – 30-па 55 хушшинчисем, 15,3 проценчĕ – 50-ран иртнисем. Хăвăрах куратăр, культурăра ĕçлекен специалистсем "ватăлса" пыраççĕ. Ку пире пăшăрхантарать, çавăнпа та пирĕн çамрăк специалистсен ĕç условийĕсене лайăхлатма тĕрлĕ майсем тупмалла.
Пиллĕкмĕшĕ – пĕлтĕр конкурса хутшăнса республика правительстви тата район бюджечĕ пулăшнипе Туктамăш ял клубне тĕпрен юсама пултартăмăр. Кăçал Питĕркасси клубĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме республика 800 пин тенкĕ укçа уйăрать, çав хушăрах район бюджетĕнче тата тепĕр 800 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Нумай çул хушши ĕçлемесĕр юхăнса ларнă клуб тинех халăха савăнтарĕ.
Улттăмĕшĕ – пирĕн тăрăхри паттăра халалласа палăк вырнаçтарса лартни. Паллах, Некей çинчен эпир хальлĕхе сахалтарах калаçатпăр тата çыратпăр. Шанатпăр, пирĕн ăсчахсем, çыравçăсем, учительсем Юхма Мишши пуçарăвне малалла тăсаççех пулĕ.
Çиччĕмĕшĕ – районăн халăх пултарулăх коллективĕсем Раççей тата республика фестивалĕсемпе конкурсĕсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăни. Вăл шутра 6 коллектив лауреат ятне тивĕçрĕ. Штанаш фольклор коллективĕ вара Чĕмпĕрте иртнĕ пĕтĕм тĕнчипе Чăваш Ака туйне пухăннă тĕрлĕ халăха Чутай çи-пуçĕпе тĕлĕнтерчĕ тата юрри-ташшипе савăнтарчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"