17 марта 2012 г.
Нумаях пулмасть районти депутатсен Пухăвĕ пулчĕ. Депутатсем чылай ыйтусемпе танах Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен çырăвне пăхса тухса йышăну турĕç.
I Липовка, Шулю, Акчикасси, Серенкасси ялĕсенче пурăнакансем çырура Пантьăк участок лесничествин 48 кварталти карьертан хăйăра çĕр пайĕсен хуçисен, "Путь Ильича" уçă акционерлă обществăн çĕрĕсем тата пысăк груз турттарма юрăхсăр муниципаллă çулсемпе кĕперсем тăрăх район администрацийĕпе килĕшÿ тумасăрах турттарни саккунпа килĕшсе тăнипе тăманнине пăхса тухма пулăшу ыйтнă. Çак асăннă ялсенче пурăнакансене пысăк груз турттаракан машинăсем 22 сехет хыççăн чăтмалла мар шăв-шав кăларнăран канма май пулманни те пăшăрхантарать.
Палăртмалла, çавăн пекех ларура Чăваш Республикин экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерстви асăннă карьертан хăйăр турттарма аукцион ирттерни пирки тата "Путь Ильича" УАО усă курнă, халĕ çĕр пайĕн хуçисене валли уйăрнă икĕ гектар йышăнакан ял хуçалăх çĕрĕсем çинче çÿп-çап вырăнĕ (карьер вырăнĕнчи çиелти тăпра сийĕпе йывăçсемпе çапписене кăларса тăкнă) туса хуни çинчен те калаçрĕç. А.Ю.Степановпа Н.С.Артемьев депутатсем хăйсен шухăшĕсене пухăннисене пĕлтерсен пурте пĕр саслăн пулса район прокуратурине тухса "Энергосервис" тулли мар яваплă обществăн ĕçне тĕрĕслеттерме тата ответ тыттарма ыйтма йышăнчĕç.
Пĕлтеретпĕр: "Энергосервис" тулли мар яваплă общество Комсомольски районĕнчи Комсомольски салинчи Мичурин урамĕнче вырнаçнă. Асăннă обществăн 24,9 гектар йышăнакан карьертан 2029 çулччен 30 яхăн метр тарăнăшне çитиччен хăйăр кăларса турттарма паракан ирĕк пур.
Источник: "Пирěн пурнăç"